Çул-йĕр шыратпăр
Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç çывăхĕнче фермăра 10 пин ытла сысна усраççĕ. Хулари лавккасене паха аш ăсатаççĕ. Производствăна лайăх йĕркеленĕ.
Хирĕçлесе нимĕн те калаймастăн. Анчах комплекс таврашĕнчи ялсене шăрăхра усал шăршă сарăлать. Çынсем кун пирки çуллен управление çăхав çырса пĕлтереççĕ. Кăçал та килчĕ.
«ТП «Сувар-2» общество пирĕн ял хĕррине каяш кăларать, _ тенĕ çырура. _ Куллен турттараççĕ. Шăрăхра та тăкаççĕ. Ун шăрши сывлăша наркăмăшлантарать».
Ăна эпир лабораторире тĕрĕслерĕмĕр. Анализ сывлăшра аммиак, хлор, этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ ытти япала нормăра палăртнинчен ытларах маррине кăтартрĕ. Çапах та çакă хĕрсе кайнă каяша тÿрех уя кăлармаллине пĕлтермест. Малтан ферма çумĕнче çĕртсе тислĕк тумалла, кайран хире турттарса сухаламалла. Комплекс пирĕн сĕнĕве шута илсе каяша çĕре хывмалли технологие улăштарасшăн. Тĕллеве пурнăçласан экологи лару-тăрăвĕ лайăхланмалла.
Районта 3 чăх-чĕп фабрики. Вĕсен çывăхĕнче тислĕк нумай пухăнать. Çулталăкра витесенчен _ 103, çав шутра чăх-чĕп каяшĕ _ 43, сыснан 16 пин тонна ытла тухать. Çулла вĕсен таврашĕнчи ялсенче пурăнакансем те кăмăлсăр: усал шăршă вĕсене те канăç памасть. Федерацин классификаци каталогĕпе килĕшÿллĕн сысна тата чăхчĕп каяшне çут çанталăка, этем сывлăхне сиен кÿнине пăхса виççĕмĕш класа кĕртнĕ. Вăл экологие кÿнĕ тăкака тавăрма сахалтан та 10 çул кирлĕ. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕх каяшне сиенсĕрлетмелли меслете ĕçе кĕртме шухăшлатпăр. Ăна малтан «ТП «Сувар-2», «Приволжское», Ленин ячĕллĕ, «Чăваш бройлерĕ», «Юрма» предприятисенче тĕрĕслесе пăхасшăн. Уçă вырăнти каяш хăрушлăхне пĕчĕклетес тĕллевпе «Агроионит» минерал сорбенчĕпе тата «Глауконит» хутăш апатпа усă курасшăн. Чăн та, сутлăхра вĕсем йÿнĕ мар. Çавăнпа урапа вырăнтан тапранаймарĕ-ха. Çине тăрсан _ хускалатех.