Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Паттăр салтак ячĕпе

Пурăннă пулсан Шупашкар районĕнчи Чаканар ялĕнче çуралса ÿснĕ икĕ орден кавалерĕ Г.Калинин иртнĕ уйăхра 45 çул тултармаллаччĕ. Шухă пулман Геннадий Михайловичпа Нина Николаевна Калининсен ачисем - Юркка, Гена тата Лена. Хăйсем пекех сăпайлă та ĕçчен. Вĕсен тавра яланах кÿршĕ ачисем пуçтарăннă. Юрккăпа Гена, кашни ача пекех, вăрçăлла выляма юратнă.

Ишекри вăтам шкулта тăваттăмĕш класран пуçласа алла аттестат иличченех Г.Калининпа унăн юлташĕсене Ю.Пигалицина учительница математика вĕрентнĕ, вăлах вĕсен класс ертÿçи пулнă. Акă мĕн каласа панăччĕ Юлия Григорьевна хăйĕн вĕренекенĕсем çинчен:

- Хăш­пĕр ача мĕн пĕчĕкренех мĕнпе те пулсан ыттисенчен уйрăлса тăрать. Чăрсăртарах, пуçтах е пачах чĕмсĕр пулаççĕ, теприсем сăнĕпе кăсăклăрах. Малтанхи çулсенче эпĕ Гена Калинина асăрхасах та кайман темелле. Анчах çакна лайăх ас тăватăп: вăтам шкула кÿршĕ ялтан çÿренĕ пулин те Генăпа унăн тусĕ Игорь Лепин шкула чи малтан çитетчĕç, урока нихăçан та кая юлман. Учительсем каланине тимлĕ итлетчĕ Калинин. Сăпайлă, çав вăхăтрах ĕçчен те тавçăруллăччĕ Гена. Спортра питĕ хастарччĕ. Аслă классенче вĕреннĕ чухне вăл районти ăмăртусенче шкул чысне спортăн темиçе енĕпе хÿтĕлетчĕ.

Вăтам шк ул хыç çăн Г.Калинин Шупашкарти трактор завочĕн наука тĕпчев пайне лаборанта вырнаçать, каçсерен ДОСААФ автошкулне çÿрет. Водитель­автомеханик свидетельствипе пĕрлех вăл 1983 çулхи çуркунне çара кайма повестка илет.

Кĕске хушăрах маттур салтак пулса тăрать Геннадий. Çу уйăхĕн 9­мĕшĕнче, шăпах Çĕнтерÿ кунĕнче, çар присяги йышăннă чух не вăл хăйĕн ирĕкĕпе интернационал тивĕçне пурнăçлас тĕллевпе Афганистана кайма кăмăл тăвать. Подразделенири юлташĕ сем ăна кĕркунне комсомол организацийĕн секретарьне суйлаççĕ. Чăваш каччин хастарлăхĕпе пултарулăхне çак тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ: 1984 çул вĕçĕнче Г.Калинин кĕçĕн сержант, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕскер, Ташкентра иртнĕ çар округĕн комсомол организацийĕн XI конференцине делегат пулса хутшăнать. Геннадие кунта ВЛКСМ Тĕп комитечĕн Хисеп грамотине панă тата сехет парнеленĕ.

1985 çулхи пуш уйăхĕн 17­мĕшĕ. Ханабат хули çывăхĕнче душмансем алхаснă - кунта питĕ васкавлăн интернационалист­воинсен десанчĕ вĕçсе каймалла. Г.Калининшăн çартан демобилизаци йĕркипе таврăнма приказ тухиччен пурĕ те вунă кун юлнă. Подразделени командирĕпе замполит Геннадие ярасшăн пулман, анчах та вăл вертолета васканă. Кăнтăрла иртсенех подразделение усал хыпар çитнĕ: душман снайперĕн пульли Калинина вилмеллех амантнă. Юлашки самантра вăл Украинăран килнĕ çамрăк салтака хăйĕн кĕлеткипе хÿтĕлесе çăлса хăварнă.

Паянхи пек ас тăватăп: интернационалист­воинсем «хура тюльпан» тесе ят панă самолет Шупашкара пуш уйăхĕн 22­мĕшĕнче Афганистан вăрçинче çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа, паттăррăн çапăçса вилнĕ темиçе салтакăн ÿтне цинк тупăкра илсе килчĕ. Тепĕр кунне Чаканартан Ишек шкулĕ патне çити, унтан çак таврари ялсен пысăк масарĕ патне çитичченех шкул ачисемпе ĕнерхи салтаксем, «Слава» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсемпе сумлă ветерансем хисеплĕ хурала тăрса тухнăччĕ. Паттăр салтака ентешĕсем юлашки çула çар хисепĕпе чыслăн ăсатрĕç. Ака уйăхĕн варринче Ишекри вăтам шкулта митинг иртрĕ. Унта районти çар комиссарĕ Совет Союзĕн правительстви Геннадий Калинина интернационалист тивĕçне пурнăçласа хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăлани çинчен пĕлтерчĕ. Комиссар ăна ашшĕне Геннадий Михайлович Калинина пачĕ.

Çирĕм икĕ çул каялла ВЛКСМ Шупашкар райкомĕпе вырăнти спорт организацийĕсем Г.Калинин çуралнă кун ăна асăнса Ишекри шкулта кире пуканĕ йăтаканĕсен турнирне йĕркеленĕччĕ. Хальхи XX турнир Вăрман Çĕктерти вăтам шкулта иртрĕ, Шупашкар район администрацийĕ, кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕ тата “Доблесть” общество организацийĕ ăна икĕ орден кавалерĕ Г.Калинин çуралнăранпа 45 çул çитнине халалларĕç. Помост çине çичĕ хулапа районти утмăл ытла атлет тухрĕ. Вĕсене савăнăçлă парадра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Мус таев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧПУ проректорĕ О.Викторов, Вăрман Çĕктер ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Хорасев тата Шупашкартан килнĕ хăнасем ăшшăн саламларĕç.

Çивĕч кĕрешÿре тĕрлĕ виçеллĕ снаряд йăтса тата хăйсен виçисенче йăлана кĕнĕ турнир çĕнтерÿçисен ятне Елчĕк районĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекенсем В.Николаева, Д.Соловьев, А.Федоров, В.Семенов, А.Павлов, Хĕрлĕ Чутайĕнчи Д.Козлов, Муркаш районĕнчи А.Морозов, Етĕрне районĕнчи К.Петрова, Шупашкар районĕнчи Е.Градовпа А.Волкова, Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем И.Кривовпа О.Николаев тата ĕçпе спорт ветеранĕ, тĕнче чемпионĕ пулнă А.Павлов тивĕçрĕç.



"Хыпар"
15 января 2011
00:00
Поделиться
;