Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Кĕтĕве чакарманнисене пулăшаççĕ

РФ Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта РФ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник кăçалхи çур акине ирттерме Раççей ял хуçалăх тата Перекет банкĕсем апат-çимĕç туса илекенсене кĕске вăхăтлăха паракан кредитсем вăтамран 11 процентпа танлашасси çинчен пĕлтернĕ. РФ Правительстви шайĕнче çунтармаллисĕрмелли материал хакне 10 процент йÿнетесси пирки калаçу пырать.

ЧР Министрсен Кабинечĕ ял хуçалăх предприятийĕсене, фермерсене, килти хушма хуçалăхсене пĕлтĕрхи йывăр лару-тăруран тухма пулăшас тĕллевпе республика бюджетĕнчен 109,7 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. Ăна ĕнесем валли выльăх апачĕ туянма параççĕ. Хушма хуçалăхсене кашни пуçшăн _ 1000-шер, агропромышленноç комплексĕн организацийĕсене 1500-шер тенкĕ куçараççĕ. Уйрăм çынсем ăна илеççĕ ĕнтĕ. Кĕтĕве кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çулталăк каяллахинчен пĕчĕклетмен ял хуçалăх организацийĕсене те çак нухрат тивĕçет.



"Хыпар"
20 января 2011
00:00
Поделиться
;