Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Çынсем тинех хваттерлĕ пулĕç

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкар районĕн сучĕ СУ-96» производствăпа строительство фирми» ООО директорĕ Сергей Федоськин тĕлĕшпе приговор палăртнăччĕ, нумаях пулмасть вара тепĕр строитель, «Стройзаказчик» ООО учредителĕ тата директорĕ Владимир Ненюков, айăплав сăмахĕсене итлерĕ.

Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн следстви пайĕ уголовлă ĕç пуçарса ăна суд тишкернĕ хыççăн çурт строительстви хăвăртланнă, приговор пĕлтернĕ тĕле ăна тăрă айне кĕртсе харпăрлăх правине регистрацилеме пуçланă. Федоськинпа Ненюков коммерци организацийĕнче служба интересĕсене хирĕç преступленисем тунă. 2004 çулхи ака уйăхĕнчен тытăнса пĕлтĕрхи юпа уйăхĕччен СУ-96 хуçи пулнă май Федоськин Кÿкеç поселокĕнче нумай хваттерлĕ çурт тума çĕр илсе «Стройзаказчикпе» строительство подрячĕн килĕшĕвне тунă. Строительствăна 2007 çулхи I кварталта вĕçлемелле пулнă. Ун хыççăн 75 хваттерлĕ çурт тумашкăн граждансем пая кĕрсе хутшăнасси пирки килĕшÿсем алă пуснă.

Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх асăннă фирмăсен ертÿçисем граждансем çурт тума панă укçана пĕтĕмпех строительствăна хывман. 2005 çулхи юпа уйăхĕнче С.Федоськин «СУ-96» ПСФран Перекет банкĕн 700 пин тенкĕлĕх вексельне илнĕ, ăна укçана çавăрнă та - хăйне кирлĕ пек тăкакланă. Следствипе суд вăхăтĕнче вăл çав укçана тавăрса панă.

2006 çулхи çу уйăхĕнче вăлах предприяти кассинчен 200 пин тенкĕ илсе тăкакласа пĕтернĕ. Çав укçана та кайран тавăрма тивнĕ. Унсăр пуçне суд Федоськин халăхран строительство валли пухнă укçаран 5 млн тенке Пĕрлештернĕ банка куçарса панине ĕнентернĕ. Çапла майпа строительство организацийĕ 2003-2004 çулсенчех Кÿкеçре тепĕр çурт тума илнĕ кредита татнă.

Федоськинпа Ненюков çурт тума тÿпе хывнă çынсен умĕнчи обязательствăсене вăхăтра пурнăçламан, çурта туса пĕтермен, ăна хута яман. Çавна май çынсене, вĕсен саккунлă интересĕсене сиен кÿнĕ. Вĕсем пурăнмалли условисене лайăхлатас шутпа хăйсен малтанхи хваттерĕсене сутнă, пĕлĕшĕтăванĕ патĕнче пурăннă, çĕнĕ хваттер туянма кредит илнĕ, тĕрĕссипе вара çурăк валашка умĕнче тăрса юлнă.

Çийĕнчен В.Ненюков пая кĕнĕ 3 çынна куç кĕрет улталани те çиеле тухнă - 178 пин тенкĕлĕх. Вăл хăна çурчĕ йышши хваттере 2 хут сутса яма мехел çитернĕ.

Суд С.Федоськина условнăй майпа 4 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнăччĕ. В.Ненюков вара 5 çуллăха ирĕклĕхсĕр юлчĕ - вăл та условнăй майпа кăна. Çийĕнчен - 10 пин тенкĕ штраф, çавăн пекех унăн çывăх çулсенче управлени тивĕçĕпе çыхăннă должноçсенче ĕçлеме юрамасть.



"Хыпар"
22 января 2011
00:00
Поделиться
;