Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Кашни районтах аталантăр

Кăçал пирĕн республикăра самбо енĕпе ăмăртусем ирттерме пуçланăранпа 50 çул çитет. Çур ĕмĕрте Чăваш Енри 130 ытла самбист спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, тăхăр атлеттĕнче спорт мастерĕ.

Ĕлĕкрех ăста кĕрешекенсем Вăрнар районĕнчен ытларах тухнă. Хăмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ С.Галкин 1962 çултах СССР спорт мастерĕ пулса тăнă. Республикăри чи паллă самбист, Апнерти тĕнче спорт мастерĕ В.Белов кĕрешÿпе Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ чухне кăсăкланма пуçланă. СССР чемпионĕн ятне Владимир пуçласа 1978 çулта тивĕçнĕ. Совет Союзĕн Кубокне ултă хутчен, 1979 тата 1983 çулсенче Пĕтĕм Раççейри халăхсен VII тата VIII Спартакиадин ылтăн медалĕсене çĕнсе илнĕ. 1981 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн В.Белов агроном Испанире тĕнче чемпионатĕнче ăмăртнă, 52 килограмлă самбистсен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Владимир Анатольевич халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать.

Çак кунсенче Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче самбо енĕпе республика чемпионачĕ иртрĕ. Чи лайăх кĕрешекен ятне хальхинче Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине пĕтернĕ тĕнче спорт мастерĕ А.Пахомов тивĕçрĕ.

Хальхи чемпионатра Шупашкар районĕнчи самбистсем те лайăх кĕрешрĕç. Явăшри А.Щербаков - 52, унăн юлташĕ, Ишлей поселокĕнчи Раççей спорт мастерĕ А.Бондарев 68 килограмлă ви-

çесенче пĕрремĕш вырăнсем йышăнчĕç. Ытти виçесенче чемпион хăйĕвĕсене Шупашкарти тĕрлĕ командăран С.Васильев, Н.Лапшин, К.Герасимов, О.Воробьев, Р.Шогенов, С.Чернов тата Вăрнар поселокĕнчи Д.Васильев тивĕçрĕç.

- Чемпионат питĕ йĕркеллĕ иртрĕ. Анчах та хальхинче Çĕнĕ Шупашкарти тата Çĕрпÿ районĕнчи самбистсем япăх кĕрешни пăшăрхантарать. Шел те, юлашки çулсенче чылай районта самбистсен ăмăртăвĕсене пачах йĕркелемеççĕ, - терĕ чемпионат хыççăн Алексей Борисович Рыбаков.



"Хыпар"
22 января 2011
00:00
Поделиться
;