«Кулак» ывăлĕ пулсан та...
Урамăн анат вĕçĕнчи çырма хĕррине çурт-йĕр çавăрнăччĕ Кирилловсем. Çемье пĕчĕк мар: икĕ ывăл, икĕ хĕр, ашшĕпе амăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ. Кил хуçи Иван Алексеевич тата унăн ашшĕ алă ăсти пулнă.
Ывăлĕсем те ÿснĕ май ăсталăха вĕренсе пынă. Пÿрт умне, урамăн тепĕр енне, çырма хĕррине мастерской лартнăччĕ. Çуна-урапа, чÿрече рами, алăк, сĕтел-пукан, катка-пичке ăсталанă Кирилловсем. Тимĕр-тăмăртан хатĕрленĕ япаласене юсанă, çĕнĕрен тунă. Çырма тавра карта тытса ĕçчен çемье пысăк сад ĕрчетнĕ.
Ăстасем патне таврари ялсенчен саккассемпе пынă. Укçа-тенкĕ енчен аптăраман Кирилловсем. Вăтăрмĕш çулсенче çурт-йĕрĕ те чаплăччĕ: икĕ пÿлĕмлĕ, тимĕрпе витнĕ, стенисене тул енчен чус хăмапа хупласа сăрланă. Шалта та хăтлă. Çулла валли пĕчĕк пÿрт те тунăччĕ. Шурă лаç тетчĕç ăна. Пурне те хăйсен аллипе ăсталанă, никама та тара тытса ĕçлеттермен. Кирлĕ чухне кÿршĕсене те пулăшнă.
Ывăлĕсенчен асли ĕçлеме хулана тухса кайнă. Кĕçĕнни, 1914 çулта çуралнă Александр, шкула çÿренĕ вăхăтрах ашшĕпе мастерскойĕнче тăрмашнă. Алли питĕ çыпăçуллă пулнă, ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Пуçламăш шкул хыççăн Анат Кĕнертине çÿренĕ. Вăл 8-9 çухрăмраччĕ. Кирек мĕнле çанталăкра та пĕр сиктермесĕр çÿренĕ. Лайăх вĕреннĕ. Аслă классенче мандолина, балалайка тата ыттине те ăсталатчĕ. Лавккаринчен пĕртте кая пулман. Пире, ача-пăчана, теттесем туса парса савăнтаратчĕ. Александрăн çичĕ çул çамрăкрах йăмăкĕ Муза пурччĕ. Питĕ йĕркеллĕ хĕр ачаччĕ. Тантăшĕ Вера, эпир арçын ачасем - Леса, Онька, Кĕркури - кашни кун тенĕ пекех Музăсем патне выляма пухăнаттăмăр. Александр, эпир ăна Леса пичче тесе чĕнеттĕмĕр, шкула кайман чух тата унтан таврăнсан пирĕнпе хутшăнатчĕ. Темĕн çинчен те каласа паратчĕ. Нумай вуланă.
Аслă классенче вĕреннĕ чух Леса пичче метр ытла çÿллĕш çил арманĕ ăсталанăччĕ. Курма вара ача-пăча çеç мар, ял çыннисем те пухăнатчĕç, тĕлĕнетчĕç. Чăнчăн арман пекех ĕçлетчĕ. Чулĕсем çаврăнса «çăнăх» кăларатчĕç. Арман модельне Леса пичче шкула парнеленĕччĕ. Хăй учитель пулма ĕмĕтленнине пытармастчĕ.
Пăтрашуллă вăтăрмĕш çулсем çитсен ял Канашне «çÿлтен» хушу çитнĕ: Шарпашри икĕ çемьене кулаксен шутне кĕртмелле. Çын шучĕпе пуйнисем ялта çук. Анчах районтисем хăратсах хĕстернĕ: тупмалла, кулаксене тĕп тумалла! Пуян пурăнакан Кирилловсене ирĕксĕр кулак туса пĕтерме тивнĕ.
Çуртне-йĕрне ишнĕ чух Иван Алексеевича шалкăм çапать. Ссылкăна яма палăртнă кил хуçи вырăн çинче «çăлăнса» юлать. Ватă ашшĕ аран-аран çÿрекеленĕ, çавăнпа ăна ссылкăна ярайман. Тĕрмене лекнĕ тепĕр «кулакĕ», хальхилле каласан - фермер пулнă: выльăх самăртса какай сутнă.
Александр Иванович шкултан питĕ аван вĕренсе тухнă. Анчах «кулак» ывăлĕшĕн институт алăкĕ хупăннă. Çапах вĕрентекен пулас шанчăка çухатман. 1940 çулта Кириллов аслă шкултан вĕренсе тухнă, ăна Вăрмар районĕнчи вăтам шкула ĕçлеме янă. Завуча çирĕплетнĕ.
Пĕррехинче курнăçнăччĕ. «Ĕмĕт пурнăçланчĕ», - терĕ. 1940-1941 вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ тĕле фашистла Германи вăрçăпа тапăнсан Александр Иванович тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Çурла уйăхĕнчи юнлă çапăçура А.Кириллов старшинан пурнăçĕ те, ĕмĕчĕ те татăлнă...