Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Савельев пек çынсем пулсан - ял пурăнать

Пенси çыннин «билетне» алла илсен М.Савельев Шупашкарти çÿллĕ çуртăн «курупкинче» тек хĕсĕнсе пурăнас темерĕ. Чунĕ ялан çуралнă кĕтесшĕн тунсăхланăран хăйĕн шухăш-кăмăлне мăшăрне пĕлтерчĕ. Юлия Николаевна хирĕçлемерĕ.

Тăван çуртне таврăнса ăна юсаса тирпейлерĕç, хуралтăсем çĕклерĕç, ĕне туянчĕç. Кĕскен калас тăк - ял çынни пулса тăчĕç. Кунти пурнăçа вара пĕр пысăк кил-йыш теме те май пур. Мĕншĕн тесен кÿршĕпе кÿршĕ хутшăнмасăр ĕç тăваймĕ. Савăнăçне те, хурлăхне те пĕрле пайлаççĕ.

Михаил Владимирович яла таврăнсанах общество ĕçне хастар кÿлĕнчĕ. Инженерэлектрик тăван ялĕнчи тата Çатра Маркари шыв пăрăхĕсене тĕрĕслерĕ, башньăри насуса автомат тытăмĕпе ĕçлеме майлаштарчĕ, тутăхнă пайсене тасатрĕ, юрăхсăра тухнисене çĕннипе улăштарчĕ. Ял пухăвĕнче яланах сăмах илет: канашлать, сĕнет, ыйту çĕклет. Ял ватăлса пыни пăшăрхантарать ăна, çавăнпах ялтан тухса кайнисем каялла таврăнса кунта тĕпленччĕр тет. Юсав ĕçĕсене ашшĕ-амăшĕ Патне хăнана килнĕ çамрăксемпе пурнăçлать. Ара, пур çĕрте те пĕччен вăй çитерейместĕн-çке. Кивçурт Маркара икĕ урам. Уй хапхисене, картасене юсамасăр тăратаймăн. Герман Александров, Иван Чернов, Петр Донской, Валерий Гаврилов, Николай Маркелов, Вениамин Емельянов, Петр Павлов, Николай Христофоров аллисем çыпăçуллă, нихăçан та ÿркенсе тăмаççĕ.

1970 çулта хывнă шыв пăрăхĕсем çĕрĕшнĕ, тăтăш шăтаççĕ. Çатра Маркарине юсасах тăчĕç. Кивĕ япалан латти çук ĕнтĕ. Михаил Владимировичăн сĕнĕвĕсем йывăр лару-тăруран тухма пулăшаççĕ. Вăл çине тăнипех ял урамĕсене те юртан тасатсах тăчĕç. «Михаил Савельев пек пултаруллă çынсем пулсан - ял пурăнатьха», - теççĕ кăмăллăн Кивçурт Маркасем.



"Хыпар"
10 февраля 2011
00:00
Поделиться