Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç

ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта райадминистрацисен ял хуçалăх пайĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç. Республикăн агропромышленноç комплексĕнчи 2010 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, çĕр ĕçченĕсемпе выльăх пăхакансен кăçалхи тĕллевĕсене палăртрĕç. Ку ыйтупа ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Н.Виноградова доклад турĕ.

Ĕç кăтартăвĕсене хак пани малашлăха курса тăма кирлĕ. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсем, аш-какай туса илмелли плана пурнăçлайман. Мĕн пур хуçалăх сĕт виçĕм çулхинчен сахалрах, çав хушăрах ял хуçалăх предприятийĕсем ытларах сунă. Пур категорири хуçалăхсенчи чăхсенчен çăмарта 2009 çулхинчен нумайрах илнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 4213 килограмм сĕт сунă. Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенчи мăйракаллă шултра выльăх /çав шутра ĕне/, сысна, сурăх, качака йышне виçĕм çулхи шайра сыхласа хăварма пултарнă. Шăрăх çанталăк ял хуçалăх культурисен пĕр пайне пĕтернĕрен тата тухăç начаррипе ял хуçалăх организацийĕсен 60 проценчĕ кăна çулталăка тупăшпа вĕçленĕ. Республика продукци виçĕм çулхин 74,2 проценчĕ чухлĕ çеç туса илнĕ.

Тĕп пĕтĕмлетÿ çавнашкал. Çапах та 2010 çулхи çанталăк ял ĕçченне йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕрен ăна пĕрре те тиркес килмест.

Патшалăх чрезвычайлă лару-тăрăва пула курнă тăкака саплаштарма, выльăх апачĕпе тивĕçтерме, вăрлăх, им-çам туянма, ытти ĕç пурнăçлама 705,7 миллион тенкĕлĕх хушма пулăшу кÿнĕ. Кунсăр пуçне выльăх апачĕ туянма ял хуçалăх предприятийĕсене, килти хушма хуçалăхсене кăçал республика бюджетĕнчен 109,7 миллион тенкĕ уйăрĕç.

Доклад тăвакан пысăк тухăçлă çĕр улми, пахча çимĕç пухса кĕртнĕ ял хуçалăх организацийĕсене, фермерсене ырăпа асăнчĕ. Çу мĕнле иртессине тĕрĕс никам та калаймĕ. Çĕр ĕçченĕн шăрăха «çĕнтерме» вĕренмелле. Темиçе хуçалăхăн пĕр-пĕринпе калаçса татăлса ÿсен-тăрана шăвармалли агрегат вырнаçтармалла. Чăваш Республикин Президенчĕ Ял хуçалăх министерстви умне кăçал 562 пин тонна тыр-пул, 720 пин тонна çĕр улми пухса кĕртме тĕллев лартнă. Коллеги членĕсем малалла программăран тухса тăракан задачăсене сÿтсе яврĕç. Шел те, вĕсене пурнăçлас енĕпе çитменлĕх пайтах иккен. Çур акине япăх хатĕрленетпĕр. Суперэлита, элита вăрлăх питĕ сахал. Пысăк репродукцилли те çителĕксĕр.

Вун-вун хуçалăх çунтармалли-сĕрмелли япаласем турттарма пуçламан. Тен, РФ Правительстви вĕсене 10 процент йÿнетме йышăнасса кĕтет. Банкран кивçен илмесен çурхи ĕçе пурнăçлама йывăр. Анчах Раççей ял хуçалăх тата Перекет банкĕсен элчисем пĕлтернĕ тăрăх ял хуçалăх предприятийĕсем кредит илме васкамаççĕ.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн директорĕ Ю.А.Попов самăр выльăхăн пĕр пайне çав-çавах республика тулашне ăсатни çинчен тарăхса каларĕ. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Паллă ĕнтĕ, юта сутни ял тăрăхĕн, районăн тата республикăн ĕç кăтартăвне кĕмест. Тĕлĕнмелле. Чăваш Енри аш-какай завочĕсем выльăх çуккипе продукци кăлараймаççĕ, коллективсем ĕçсĕр лараççĕ. Республика пĕлтĕр аш туса илмелли плана тултарайманнине килти хушма хуçалăхри вăкăрсене тулаша турттарнипе те ăнлантармалла.

Шупашкар райадминистрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Мустаев нарăсра сутлăх сĕт йÿнелсе пынăшăн пăшăрханса калаçрĕ. Çак шухăша «Чăваш ял хуçалăх наука тĕпчев институчĕ» учреждени директорĕ А.П.Фадеев та палăртрĕ. Тирпейлекен предприятисен ячĕпе ыйтăва Етĕрнери сĕт завочĕн директорĕ Н.В.Малов хуравларĕ. «Ĕнесем пăруланăран хуçалăхсем пире сĕт малтанхинчен нумайрах параççĕ. Сутлăх сĕт хакне чакарни çакăнпа çыхăннă».

Коллеги ашлăх выльăх /чĕрĕ виçепе/, чăх-чĕп какайĕ сутмалли, сĕт туса илмелли тĕллевсене пурнăçа кĕртмен районсене кăтарту çитерме йышăнчĕ.



"Хыпар"
16 февраля 2011
00:00
Поделиться