Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Çĕрпе тухăçлă усă курмалла

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев юн кун Сĕнтĕрвăрринче пулнă хыççăн /кун çинчен иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ/ Кÿкеçе çитрĕ. Культура çуртĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, агропромышленноç организацийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ В.И.Михайлов Шупашкар районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2010 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Докладран çакă курăнчĕ: вырăнти влаç органĕсем ертсе пынипе пĕлтĕр ял тăрăхĕсенче ырă ĕç нумай пурнăçланă. Çапах та ял хуçалăх техники туянас, тăпрана минерал удобренийĕ хывас, килти хушма хуçалăхсем, фермерсем, потребитель кооперативĕсем кредит илес, чăх ашĕ сутас тĕлĕшпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви тата райадминистраци пĕр-пĕрин хушшинче çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçлайман. Президент çитменлĕхсене пĕтерме ыйтрĕ.

Уйрăммăн илсен Ишек, Чăрăшкасси ял тăрăхĕсенчи килти хушма хуçалăхсем банкран кредит сахал илеççĕ. Выльăха ăнăçлă хĕл каçарма ял хуçалăх организацийĕсен апат çитмест, çур аки ирттерме дизтопливо, бензин, минерал удобренийĕ сахал хатĕрленĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Мустаев республика ертÿçине хурав панă тăрăх çурхи культурăсем валли 60 миллион тенке яхăн тупмалла. Президент тăкаксене тепĕр хут шутлама, укçа мĕн чухлĕ кирлине тĕплĕн палăртма сĕнчĕ.

Район депутачĕсен Пухăвĕ çирĕплетнĕ 2011 çулхи бюджет çинчен калакан йышăнура куçман пурлăхран пырса кĕрекен налук темшĕн пĕлтĕрхинчен 5 процент сахалрах пухма пăхса хăварнă. Тĕп хула çумĕнче çуллен тĕрлĕ çурт-йĕр лартаççĕ. «Халăх тарçисен» кĕмĕл ытларах пуçтарма тăрăшмалла. Депутатсем ку ыйтăва çитес сессире сÿтсе явма пулчĕç.

Свердлов ячĕллĕ колхоз председателĕ А.Н.Пушкин пай çĕрĕпе уйрăлса тухмалли йĕркере ял хуçалăх предприятийĕсен интересĕсене шута илсе пĕтерменни çинчен каларĕ. Республика пуçлăхĕ уйра лаптăк касса парассипе çыхăннă ыйтăва Раççей Федерацийĕн çĕр çинчен калакан саккунĕсемпе килĕшÿллĕн татса пама сĕнчĕ. Çакăнпа пĕрлех ял администрацийĕсене пайсемпе тухăçлă усă курма чĕнсе каларĕ. Çум курăк айне тунисем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ыйтрĕ. «Çĕр хуçисем сухаламасан-акмасан е нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтермесен кирек мĕнле харпăрлăхлă предприятие арендăна паччăр, - терĕ Михаил Игнатьев. - Çакă вырăнти бюджета налук нумайрах пухма май парĕ».

Президент пĕлтĕрхи çурлан 18-мĕшĕнче Кÿкеçре иртнĕ канашлура асăрхаттарнă хыççăн районăн тĕп больници муниципалитет саккасĕпе апат-çимĕç туянса 500 пин тенкĕ /13:/ перекетлеме пултарнă. Шкул столовăйĕсем валли аш, сĕт юр-варĕ, ытти продукт хуçалăхсенчен курттăммăн илнĕ чухнехинчен хаклăрах туяннăран бюджета самаях тăкак кăтартнă. Вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ А.К.Смирнов шкул директорĕсем ăна хыснана тавăрни çинчен хурав пачĕ.

«Приволжское» хуçалăх ертÿçине Г.И.Егорова нарăсра сутлăх сĕт йÿнелни пăшăрхантарать. Выльăх апачĕ туянмашкăн уйăрма палăртнă укçана хăçан илессине пĕлесшĕн пулчĕ. Михаил Игнатьев тирпейлекен предприятисем йышăнакан сĕт хакне кĕркуннехи шайра тытса тăрас тĕллевпе Шупашкарти сĕт-çу завочĕн Мускаври тĕп акционерĕпе калаçу ирттерме шантарчĕ. Выльăх кĕтĕвне сыхласа хăварнăшăн Чăваш Ен пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче федерацирен 150-155 миллион тенкĕлĕх субсиди илесси, кашни ĕне пуçне вăтамран 2500 тенкĕ уйăрасси çинчен хыпарларĕ.



"Хыпар"
19 февраля 2011
00:00
Поделиться