Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

Ĕнер Раççей Федерацийĕн Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствинче 105,0 МГц - Шупашкар хули - частотана /передатчика Çĕрпÿ хулинче вырнаçтармалла/ конкурс иртнĕ. Чăваш Республикин “Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ” автономи учрежденийĕсĕр пуçне хыпарлав ирĕкĕшĕн федерацин тата регионсен икшер телерадиостудийĕ вăй виçнĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх пирĕн республикăри Наци телерадиокомпанийĕшĕн комиссин ултă членĕнчен пиллĕкĕшĕ сасăланă, çав шутра - унăн председателĕ, Роскомнадзор ертÿçи Сергей Ситников.

Йышăну тăвиччен комисси конкурса хутшăнакан регионсенчи патшалăх влаçĕн органĕсен представителĕсен шухăшне те шута илнĕ. Федераци комиссийĕн ĕçне ЧР культура министрĕн çумĕ Лира Тазетдинова тата ЧР Патшалăх Канашĕн общество çыхăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Олег Шмелев хутшăннă.

105,0 частотапа хыпарлани Чăваш Ен наци радионе республикăн кашни районĕнчех итлеме май парать.

Наци радиовĕ паянах ĕнтĕ мультикультура проекчĕ шутланать. Кунта чăваш тата вырăс чĕлхисемпе проектсем хатĕрлеççĕ, Чăваш хутлăхĕнче пурăнакан ытти халăх историйĕ, йăли-йĕрки, наци хăйне евĕрлĕхĕ пирки программăсем янăраççĕ.

Публицистика, вĕренÿ, пĕлÿ, литературăпа музыка программисем ырă ята тивĕçрĕç. Вĕсем талăкĕпех Интернетра янăраççĕ.

Наци телерадиокомпанийĕ чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенчи радиостанцисемпе çыхăнса ĕçлеме, программăсемпе ылмашăнма палăртать, радиоархив йĕркелес енĕпе ăнăçлă тăрăшать.



"Хыпар"
25 февраля 2011
00:00
Поделиться
;