Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Çын пурнăçне çăласси çăмăл мар

Урамра шартлама сивĕ тăрать-и е хĕрĕх градус шăрăх хуçаланать-и, çил-тăман алхасать-и е витререн тăкнă пек çумăр çăвать-и - МЧС ĕçченĕ сем ниме пăхмасăр хăйсен тĕп тивĕçне - çынсене çăласси тата пулăшасси - тăрăшса пурнăçлаççĕ. Пушар, автоавари тата ытти синкер çанталăк условийĕсене уямаççĕ-çке. Статистикăна ĕненес тĕк Чăваш Енре çулсем çинче кашни çулах 1,5 пин инкек пулать, çĕр-çĕр çын вилет. Пушарнăй-çăлавçăсем вăхăтра çитсе пулăшу кÿ мен тĕк автокатастрофăра шар курнисен шучĕ татах та пысăкланĕччĕ. Хастарскерсем пĕлтĕр автоавари вырăнĕ сенче 110 хут пулнă, 30 ытла çын пурнăçне çăлнă.

Ваннă-лапчăннă автомобильтен суранланнисене кăларасси, вĕсене медицина пулăшăвĕ парасси - асăннă службăн тĕп тĕллевĕ. Ăна вăхăтра пурнăçлас тесен пушарнăйсемпе çăлавçăсен тренировка час-часах ирттермелле. Çавăнпа Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн подразделенийĕсенче аварипе çăлав ĕçĕсен /çул çинчи инкексемпе çыхăннисен/ практика занятийĕсене тăтăшах йĕркелеççĕ. Ку енĕпе ятарлă ăмăрту Чăваш Енре пĕлтĕр пĕрремĕш хут иртнĕ. Унта хăйсен вăйне пилĕк команда тĕрĕсленĕ. Ыттисем вара çав вăхăт тĕлне ятарлă аттестаци витĕр тухман пулнă-ха. 2010 çулта пушар чаçĕсенчен чылайăшне аварипе çăлав гидравлика инструменчĕпе тивĕçтернĕ, çавна май кăçалхи ăмăртăва 19 команда хутшăнчĕ.

Асăннă мероприяти çак кунсенче Кÿкеç поселокĕнче, 41-мĕш пушар чаçĕн спортпа тренировка базинче, иртрĕ. Сăмах май, Шупашкар районĕнчи пушарнăйсем аварипе çăлав инструменчĕсен комплектне пĕлтĕр чÿк уйăхĕнче илнĕ. Пушар чаçĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Александров каланă тăрăх унпа ĕçлеме меллĕ, лапчăннă автомобиле касса суранланнă çынсене хăвăртрах кăларма май килет. Автоавари вырăнĕсене вĕсен час-часах кайма тивет, мĕншĕн тесен район территорийĕ урлă М7 федераци трасси иртет.

- Ăмăртăва хутшăнакансен ĕçе хăвăрт çеç мар, тĕрĕс те пурнăçламалла: гидравлика инструменчĕпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх техники ыйтнине пăхăнмалла, хÿтĕлев япалисене тăхăнма манмалла мар. Авари пулнă çĕре çитсен вĕсен малтан лару-тăрăва хакламалла, çунтармалли-сĕрмелли материал юхма пуçланипе пуçламаннине тĕрĕслемелле, автомобиле вут хыпса ан илтĕр тесе аккумулятор батарейисене сÿнтермелле. Унтан тин автомашинăна кĕрсе шар курнисене пулăшмалла, - терĕ Павел Сотников, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пушар сÿнтерессин тата аварипе çăлав ĕçĕсен управленийĕн аварипе çăлав ĕçĕсене йĕркелекен уйрăмăн пуçлăхĕ. Вăл çакнашкал мероприятисем çăлавçăсене çул çинче инкеке лекнĕ граждансене пулăшас ĕçри ăсталăхне тата професси хатĕрленĕвĕн шайне ÿстерме, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май панине пĕлтерчĕ. “Вĕренÿре йывăр та çапăçура çăмăл”, - тесе ахальтен каламаççĕçке.

Аварипе çăлав ĕçĕсене ирттерекен командăсенчен чи лайăххине палăртмашкăн йĕркеленĕ тупăшăвăн ялавне çĕклеме пĕлтĕ рхи çĕнтерÿçĕсене - Шупашкарти 5-мĕш пушар чаçĕн представителĕсене - шанчĕç. Анчах вĕсем ку хутĕнче хăйсен кăтартăвĕсемпе кăмăллах пулмарĕç: сивве пула насус шăннă иккен. Çăлавçăсем пĕрин хыççăн тепри ăсталăхне кăтартрĕç: аварие “лекнĕ” автомобиле ятарлă хатĕрсемпе çирĕ - плетрĕç, аккумулятора сÿнтерсен гидравлика инструменчĕпе машина алăкне тата тăррине сÿтрĕç, “суранланнисене” кăларса пĕрремĕш пулăшу пачĕç. Водителе çурăм шăмми “аманнăран” хытă çĕре вырттарса ятарлă корсет тăхăнтартрĕç... Пĕчĕк çеç кăлтăк асăрхасан та жюри вăл е ку командăна штраф балĕпе айăпларĕ.

Ăмăрту кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен чи лайăххисене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Улатăрти 17-мĕш пушар чаçĕн команди виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕшĕнче - Вăрмарти 39-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем. Куçса çÿрекен кубок Шупашкарти 6-мĕш пушар чаçне тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсем Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн ăмăртăвĕсенче 14 команда хушшинче Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕç.



"Хыпар"
26 февраля 2011
00:00
Поделиться