Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Гордеевсем сысна ĕрчетеççĕ

Шупашкар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр пĕлтĕр кунта шутра тăнă 115 çынна харпăр хăй бизнесне пуçласа яма 58800-шер тенкĕлĕх субсиди уйăрнă. Унпа ĕç хатĕрĕ, стройматериал туяннă, тĕрлĕ производство йĕркеленĕ. Халĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, теплицăра пахча çимĕç çитĕ нтереççĕ, юридици пулăшăвĕ параççĕ, автомашинăсем юсаççĕ е ытти ĕç пурнăçлаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Ишлейри Лариса Гордеева.

Вăл пĕр хушă «Унга» обществăн теплица хуçалăхĕнче тăрăшнă. Предприяти штата пĕчĕклетнĕрен унтан кайма тивнĕ. Шупашкарта ĕç шыранă - вырнаçайман. Кÿкеçри ĕçпе тивĕçтерекен центра çитнĕ. Ăна ырă сунса кĕтсе илнĕ, шута илнĕ. Служба ертÿçи Леонид Пахомов бизнес йĕркелесе яма сĕннĕ. Лариса килĕшнĕ. Сысна ĕрчетме тĕллев лартнă. Центр специалисчĕ - сем бизнес-план хатĕрлеме пулăшнă. Ăна Л.Гордеева мĕнле тата ăçта пурнăçа кĕртессине тĕпченĕ. Тăрăшсах экзамен тытнă çамрăк хĕрарăм. Пархикассинче выльăх пăхса çитĕннĕскер йывăр ыйтусене çăмăллăн хуравланă, хăйĕн çирĕп кăмăл-шухăшĕпе, мал ĕмĕчĕпе шанăç кÿнĕ. Ĕненнĕ комисси членĕ - сем, ăна субсиди илекенсен списокне кĕртнĕ.

Лариса пĕр уйăхра документсем пухса çитернĕ. Часах алла укçа илнĕ. Кÿршĕ регионтан Вьетнамра анлăн сарăлнă 5 сысна çури илсе килнĕ. Темиçе уйăх килте пăхнă, каярахпа вырăнти влаçпа татăлса хушма хуçалăха кивĕ лаша витине, «Ишлейский» совхозăн пулнăскере, куçарнă. Тĕпрен юсанă.

Упăшкипе арăмĕ халĕ - куллен Хачăкри фермăра. Тепĕр чухне хуньашшĕпе хуньамăшĕ те пулăшаççĕ.

- Хĕл каçарма 30 тонна тырă, 3 тонна улăм туянтăмăр, - каласа парать Лариса Анатольевна. - Апат хакланса кайрĕ. Ăна кăçалхи тырăччен çитерме тăрăшатпăр. Сысна çури туянса, юсаса тăкак нумай куртăмăр. Продукци сутса тупăш илейĕпĕр-и - калама пултараймастăп. Пĕтĕм тăкака саплаштарса пырсан, тупăш производствăна сарма май парсан кĕтĕве пысăклатăпăр-ха. Услам илеймесен кăмăл хуçăлать...

Чăваш Республикин Экономика министерстви çĕнĕ производство йĕркелес тĕлĕшпе предпринимательсен хушшинче çуллен конкурс ирттерет. Гордеевсем унта хутшăнасшăн. Проект хатĕрлесе тăратасшăн. Ăна ырласа йышăнсан 30 пин тенкĕ субсиди уйăраççĕ.

Тепĕр темиçе çултан пĕчĕк ферма уçас тĕллевпе хавхаланса пурăнаççĕ. Кĕтĕве пысăклатасшăн. Хальлĕхе 70 пуç. Малалла талпăнаççĕ.

Кăçал ĕçпе тивĕçтерекен центр харпăр хăй ĕçне пуçласа яма тĕллев тытакан 60 çынна субсиди уйăрĕ. Хальхи вăхăтра хăйсем çине яваплăх илме пултаракан хастарсенепалăртаççĕ.



"Хыпар"
26 февраля 2011
00:00
Поделиться
;