Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Инкек меллĕ саманта çеç кĕтет

Чăваш Енре “Пурăнмалли çурт-йĕр” надзорпа профилактика операцийĕ пынă май тата РФ Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕн Игорь Шуваловăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Раççей МЧСĕн надзор ĕçĕ-хĕлĕн инспекторĕсем общежитисенче тĕрĕслевсем ирттереççĕ, унта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине мĕнле пăхăннине тишкереççĕ. Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче специалистсем тата журналистсем черетлĕ рейдра пулчĕç, Шупашкар районĕнчи Янашкасси ялне çитсе курчĕç.

Ку общежити, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче тунăскер, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн балансĕ çинче тăрать. Колхоз кал-кал ĕçленĕ вăхăтра кунта лару-тăру йĕркеллех пулнă-ха, хуçалăхра вăй хуракансене пÿлĕмсем уйăрса панă. Тĕрлĕ сăлтава пула фермăна хупсан котельнăй та ăшăпа тивĕçтерме чарăннă. Халĕ общежитире пурăнакансем ăшăнас тата апат-çимĕç хатĕрлес тĕллевпе тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ: пĕрисем электроплитана талăкĕпех “çунтараççĕ”, теприсем хăйсем тĕллĕн ăсталанă хатĕрсене хута яраççĕ, виççĕмĕшĕсем газ баллонне пÿлĕмнех вырнаçтарнă... Кунта кухня, душ пÿлĕмĕ çук, пĕрлехи туалет - урамра. Икĕ хутлă общежитире вара çитĕннисем çеç мар, ачасем те пур. Хăшĕпĕри пÿлĕмри ăшша сыхласа хăварас тесе пластик чÿречесем лартнă. Ку çуртра ниçта ĕçлемен çынсем те пур, вĕсенчен нумайăшĕ хула свалкинчи /вăл Питтукассинче вырнаçнă/ апат юлашкийĕсемпе тăранса пурăнать иккен. Çавăнпа кунта милицин участокри уполномоченнăйĕ тата МЧС ĕçченĕсем час-часах килсе çÿреççĕ, хăрушсăрлăх йĕркисене аса илтереççĕ.

Общежитие кĕрсен тĕлĕнмелли тем чухлех пулчĕ. Пĕрремĕш хутри коридорта сĕм тĕттĕм - йĕп чиксен те куç курмасть: пĕр çĕрте лампочка çĕмĕрĕлнĕ, тепĕр çĕрте вăл пачах та çук. Урайĕ тикĕс пулманран чутах такăнса ÿкеттĕмĕр. “Туннель вĕçĕнчи çутта” асăрхасан хаш сывласа ятăмăр, анчах кунта та çитменлĕх нумай: маччара тата стенасем çинче кивĕ электропроводка çакăнса тăрать, урайне хăвăрт çунакан материал сарнă, эвакуаци çулĕсене ăпăртапăр тата кивĕ сĕтел-пукан лартса тултарнă, саппас алăка хăмасемпе çапса лартнă... “Общежитире пушар сигнализацийĕ çеç мар, ахаль огнетушитель те çук”, - пăшăрханса пĕлтерчĕ Шупашкар районĕн надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Николай Миронов. Турă сыхлатăр та, анчах кунта çĕрле “хĕрлĕ автан” ташлама пуçлас тăк кам та пулин хăтăлайĕ-ши?

Хăш пÿлĕмре мĕнлерех çынсем пурăннине алăк тăрăхах пĕлме пулать: пĕрисен вăл тимĕртен хатĕрленĕскер, теприсен вара аран-аран тытăнкаласа тăрать. Иккĕмĕш хутри пĕр пÿлĕмĕн алăкĕ пачах та çук, ун вырăнне кивелнĕ çÿхе утиял çакса хунă. Инспекторсемпе пĕрле шалалла иртрĕмĕр. Сăмсана йывăр шăршă, табак тĕтĕмĕпе хутăшнăскер, кÿ пырса çапрĕ. “Мĕнле шăнса вилмеççĕ-ши кунта?” - мĕлтлетсе илчĕ пуçра шухăш. Çапах пÿлĕмре хăйсем тĕллĕн ăсталанă хатĕре “ĕçлеттернĕрен” урамринчен ăшăрах. Пукан çинче саплăклă фуфайка тата çĕлĕк тăхăннă арçын ларать. Тепри вара, кил хуçи пулас, вырăн çинче тахçантанпах шыв курман утиялпа витĕнсе выртать. Тĕрĕссипе, Михаил /арçынна çапла чĕнеççĕ/ хăй юлашки хут хăçан çăвăннине те ас тумасть пулĕ. Урайĕнче - пирус тĕпĕсем, пушă кĕленче савăчĕсем. Кунта каш ни кĕтесрех тасамарлăх хуçала нать. “Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнмалли пирки эпир ку гражданинпа пĕрре мар калаçу ирттернĕ - усси çук. Ăна административлă май па явап та тыттарнă, штраф тÿлеттерме йышăннă. Анчах мĕнпе тÿлĕ вăл - калаймастăп”, - терĕ Николай Валерьевич. Кил хуçи хăй ниçта та ĕçлеменнине, çимелли шырамашкăн свалкăна кайнине пĕлтерчĕ. “Мĕн те пулин тупа тăр-и вара унта?” - кăсăкланчĕç журналистсем. “Кăлпас си, эрнере виçĕ хут”, - пулчĕ хурав. Михаил арăмĕ Туберку лез больницинче выртнине те пытармарĕ. Арçын каланă тăрăх вĕсен электроэнерги /общежи тире тĕпленнисен уншăн çеç тÿлемелле-мĕн/ тĕлĕшпе парăм çук, ку енĕпе вĕсене ачисем пулăшаççĕ.

Тепĕр пÿлĕмре лару-тăру япăхах мар, анчах специалист сен çивĕч куçĕсем кунта та çитменлĕхсем асăрхарĕç. Пĕри - изолентăпа йăваланă кипятильниксем. Унсăр пуçне кил хуçисем пÿлĕмрех газ баллон ĕпе усă кураççĕ. Ăна тата плитана кивĕ резина шлангпа çыхăнтарнă, пĕчĕк “хăмăтпа” çирĕплетмен. “Апла тума юра манни пирки темиçе хут та асăрхаттарнă, йĕркене пăхăнма шантараççĕ, анчах сăмахне тытмаççĕ. Йĕркепе килĕшÿллĕн газ баллонне пÿртре е хваттер те мар, верандăра е хуралтăра тимĕр шкапра упрамалла. Çурт çине “Асăрханăр: газ баллонĕ пур” текен паллă вырнаçтармалла”, - ăнлантарать Н.Миронов. “Газ баллонне эпĕ вăрахран çурăлакан бомбăпах танлаштаратăп. Пĕлтĕр Вăрмар районĕнче синкерлĕ тĕслĕх те пулнă. Брандмейстерсем çунакан çурта сÿнтерме килнĕ. Çав хушăра газ баллонĕ сирпĕнсе кайнă, пушарнăйăн аллине суранлатнă, тухтăрсен ăна касса илме тивнĕ. 219 статьян 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Суд кил хуçине айăплă тесе йышăннă: çурт çине ятарлă паллă вырнаçтарман”, - калаçăва хутшăнать Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн надзор ĕç-хĕлĕн управленийĕн специалисчĕ Борис Агеев.

Çак общежитире инспекторсем иртнĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче 36 тĕрлĕ çитменлĕх тупса палăртнă, вĕсене пĕтермешкĕн хуçалăх ертÿçин ячĕпе предписани çырса панă, анчах лешсем темиçе пункта çеç пурнăçланă. Ку çуртра пушар хăрушсăрлăхĕн йĕрки ыйтнине тивĕçтерекен лару-тăру хуçалантăр тесен укçа-тенкĕ те, вăхăт та нумай кирлĕ. Паллах, ЯХПК ун пек тăкакланас темĕ. Тĕрĕссипе, асăннă объекта ял тăрăхне памалла пек, анчах вăл общежитие тĕпрен юсамасăр йышăнмĕ. Тен, унта пурăнакансен пÿлĕмсене приватизацилемелле те харпăрлăхçăсен юлташлăхне йĕркелемелле? Анчах ниçта ĕçлеменнисемпе эрех çинчен çеç шухăшлакансем хăрушсăрлăхшăн тăрăшмасси халех паллă. Мĕншĕн-ха нумайăшĕ синкер тухсан çеç хыпкаланма пуçлать? Инкек вара меллĕ саманта çеç кĕтет. Акă пĕлтĕр Шупашкар районĕнчи Апашра общежитире пĕчĕк ача шăрпăкпа вылянăран вутçулăм алхасма тытăннă, пĕтĕм пурлăх кĕл-кăмрăка çаврăннă, тăхăр çемье пурăнмалли кĕтессĕр юлнă...

Николай Миронов пĕлтернĕ тăрăх Шупашкар районĕнчи вунă общежитие инспекторсем сăнасах-тĕрĕслесех тăраççĕ: вĕсенчи лару-тăру та Янашкассинчи евĕрлĕрех-çке. Борис Агеев республика территорийĕнче пурĕ 87 “пĕрлехи çурт” пулнине палăртрĕ, çав шутран 20-шĕ хытах шухăшлаттараççĕмĕн. Вĕсем пурте тахçан колхоз-совхоз общежитийĕсем пулнă.



"Хыпар"
11 марта 2011
00:00
Поделиться