Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Пылак çухату

Çĕрле паллă мар çынсем çăрана касса Шупашкар районĕнчи Çĕньялти уйрăм предприниматель складне кĕнĕ, унтан 4 тонна сахăр песукĕ тиесе кайнă.

Татах та тиетчĕç пуль те - тул çутăлни чăрмантарнă ахăр. Вăрăсемшĕн урăх чăрмав пулман: склад ял çумĕнче çын çÿремен вырăнта вырнаçнă пулин те кунта сигнализаци те лартман, хурал та тытман. Предприниматель 150 пин тенкĕрен кая мар сиен тÿснĕ. Уголовлă ĕç пуçарнă, вăрăсене шыраççĕ.



"Хыпар"
12 марта 2011
00:00
Поделиться