Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Çăлтăрсем сÿнмеççĕ

Республикăн тĕп хулинче «Сÿнмен çăлтăрсем» ятпа мини-футбол вăййипе регионсен хушшинчи турнир иртнĕ. Çак ăмăртура 50 çултан иртнĕ спортсменсем хăйсем ватăлманнине кăтартаççĕ, çамрăксене пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. 2011 çулхи турнирăн стартне тăхăр коллектив тухнă. Унччен ултă турнирта вылянă «Энергия» кăçал унта кĕмен. Турнира хутшăннин шучĕпе унпа «Сталь» тата Йошкар-Олари «Кентавр» танлашнă. Вĕсемпе пĕрле тупăшăва Шупашкарти «Волга», «Динамо», ЖБК-9, «Самородок» «Честр-Инвест», Ишлейри «Звезда-ИЗВАпа» ККЗ-НЮР хутшăннă.

Малтан ветерансем виçĕ ушкăна пайланса ăмăртнă. Вĕсенче «Волга», «Звезда-ИЗВА» тата «Честр-Инвест» çĕнтернĕ, «Волга» çĕнтерÿçĕ пулса та курнă. Унсăр пуçне тĕп парнене «Энергия», виçĕ хутчен «Сталь», «Кентавр» илнĕ. Финалти вăйăсенче строитель-ветерансем палăрнă, вĕсем «Волгăна» 6:0 тата «Звезда-ИЗВАна» 7:5 шутпа çĕнтернĕ, тĕп парнене тивĕçнĕ. Çапла «Честр-Инвест» ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Командăри Александр Семенов 11 мечĕк тапса кĕртсе чи лайăх бомбардир ятне илнĕ.

«Звезда-ИЗВАна» 8:1 шутпа парăнтарса «Волга» иккĕмĕш вырăн йышăннă.



"Хыпар"
16 марта 2011
00:00
Поделиться
;