Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Ишек пасарĕн пуласлăхĕ пур-и?

Чăвашсен пирвайхи этнографĕ Спиридон Михайлов 1857 çулта «Козьмодемьянск уесĕнчи Ишек ялĕ» статйинче Шупашкар районĕнчи Ишек пасарĕ çинчен çапла çырнă: «Пасар - ял хĕрринче. Сутуçăсем валли 2 ретре - улăм витнĕ ларексем. Йĕри-тавра - чăваш çурчĕсем, пасар çывăхĕнче - хăна пÿрчĕ. Вăл пысăк мар. Пасарта арçын тата хĕрарăм тумтирĕ, тăхлан хĕрес, шăрçа, пиçиххи, тăвар, табак, апат-çимĕç, ытти тавар, çĕртмен 1-утăн 20-мĕшĕсенче, туйсем кĕрленĕ вăхăтра, çупах сутаççĕ. Вăл çимĕкре те паха апат. Кĕмĕл укçапа пĕри 1,5-2 тенкĕ тăрать».

Çыравçă пасарта 1780 çулта пухăнма тытăннине палăртнă. Сала урамĕнчи чиркÿ умĕнче суту-илÿ йĕркеленĕ. Халĕ унта - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул. Лаша, урапа-çуна тăратма, тавар сутма вырăн çитменрен пасара чиркÿрен 400 метрти Ункă хĕррине, хĕвел анăç енчи улăха, куçарнă. 200 çул каялла вăл хальхи пек тарăн пулман. Спиридон Михайлов Ишеке, вăрмана, улăх-çарана, пĕчĕк юхан шывсене курса çÿренĕ. Пасар йышăннă вырăнта çиелтех шыв тăнă. Ункă еннелле темиçе канав уçса лаптăка типĕтме тивнĕ. Çакăнта пасара 150 çултан кая мар пухăннă.

Храмран пуçланнă

- Унăн историйĕ чиркÿпе тачă çыхăннă, - терĕ Ишекри тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ Екатерина Смирнова. - Ăна 1728-1748 çулсенче йывăçран тунă. Салана таврари ялсенчен пуçтарăннисем пасарта кучченеç туянмасăр, тавар курса хакламасăр килĕсене таврăнман.

Александра Фукс этнограф çырса хăварнă тăрăх - Ишекре 1700 çулсенче пурте чăваш тĕнĕпе пурăннă. Пĕрремĕш Петĕр патша указĕпе вырăс мар халăхсене, çав шутра чăвашсене, ирĕксĕрлесе Христос тĕнне йышăнтарнă. Халăх çыравĕ 1754 çулта 10 килти хуçалăха тата храмра темиçе пÿлĕме шута илнĕ. Çĕнĕ тĕн сарма салана пачăшкăсем ярсах тăнă. Айлăмра йывăç часавай лартнă. Каярахпа хальхи вăхăтра храм ларакан çĕрте кирпĕчрен чиркÿ тунă. Салана Шупашкар, Çĕрпÿ, Теччĕ, Пăва, Кăрмăш уесĕсенчен, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен килнĕ.

Çуллен, çу уйăхĕн 5-10-мĕшĕсенче, ярмăркка иртнĕ. Унта темиçе пин çын пуçтарăннă. Чылайăшĕ çĕр выртнă. Ишексем апат хатĕрлесе ĕлкĕреймен. 10 кăмакара çăкăр, тĕрлĕ апат-çимĕç темиçе кун пĕçернĕ. Хăнасене хупахсенче, çав шутра Александр Костин купсан хăна çуртĕнче, йышăннă. Салана вырăс кĕпĕрнинчен куçса килнĕскер Ункă çинче шыв арманĕ лартнă, çăнăх авăртса сутнă. Юнашар пурăнмалли çурт çавăрнă. 9 ача çитĕнтернĕ.

Ярмăркка эрнинче пĕрремĕш хутри хупахра 15-20 сĕтел лартнă. Инçетрен килнисем иккĕмĕшĕнче çĕр каçнă. Талăкра 100 çынран сахал мар йышăннă. Çурт айĕнчи путвалта апат-çимĕç, пахчаринче эрех-сăра упранă. А.Костин кăмăл тăвакансене пурне те вырăн тупса парайман. Тепĕр пайне Ишексем хăйсен килĕсенче йышăннă, нумайăшĕн урапа çинчех çĕр каçма тивнĕ.

Чăвашсен малтанхи писателĕсенчен пĕри Михаил Федоров «Арçури» балладăна Ишек ялне кĕртсе хăварнă: «Хĕвел ансан Хĕветĕр /эсир ăна пĕлетĕр/ хĕвне çăкăр чикрĕ те, лаша кÿлсе ларчĕ те тухрĕ кайрĕ вăрмана хăрăк турат пуçтарма. Карчăк Микули каймарĕ, ăна юлташ пулмарĕ: Микул турра пуç çапма Ишекелле каймалла, тиха тытса пусмалла терĕ».

1812 çулта салара - 402, 1850 çулта 592 çын пурăннă тата 101 килти хуçалăха шута илнĕ. Ункă çинче - 2 шыв арманĕ. Халĕ электричествăпа ĕçлекенни те çук. XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче Марка енчи З.Ф.Петрова тăрăшнипе хута янă арман авăртмасть, лапша хатĕрлемеççĕ.

1912 çулта чăпта çапакансен эртелне йĕркеленĕ. А.Костин чăпта çапмалли станоксене 200-е çитернĕ. Хуласене вун-вун тонна тавар ăсатнă. Ишек пасарĕнче те сутнă. Унăн хуçалăхĕнче 500-ĕн вăй хунă.

А.Костин çемйи иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче репресси пуçланиччен шыв арманĕпе хăна çуртне сутса хулана пурăнма куçнă, совет влаçĕнчен шар курман. Георгий тата Александр ывăлĕсем «Красная Чувашия» тата «Чăваш коммуни» хаçатсен редакцийĕсенче фотокорреспондентра тăрăшнă, 1934 çулта Хĕрлĕ Çара çырăннă, Аслă вăрçа хутшăннă. Георгий 1943 çулта Сталинград патĕнче пуç хунă. Александр Çĕнтерÿ хыççăн «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ĕçленĕ. Вĕсен фотоаппарачĕ музейре упранать.

Кăра çилсем...

30-мĕш çулсенче темиçе сутуçа Çĕпĕре ăсатнă. Лукинпа Ильин активистсем Фадей Лоцманова та пуçĕпех инçете ярасси çинчен ыйту тăратнă. Чăн та, халăх ĕçне хутшăннă пирки вăл «кулаксен» списокне лекмен. Ункă çинче Никулин купса та шыв арманĕ тытнă, çăнăх авăртнă. Кĕркунне хресченсенчен тырă туяннă, хуласенче çăнăх сутнă.

XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Ишек Хусан кĕпĕрнинчи Чикме /Козьмодемьянск/ уесĕнчи сутă тăвакан тата чăпта çапакан паллă вырăн шутланнă. Çулталăкри тавар çаврăнăшĕ пин-пин тенкĕрен тăнă. Шăмат кун пухăннăран «Шăмат пасарĕ» тенĕ. Унта укçа шутлама, кĕнеке вулама пĕлекен Ишексем суту-илÿ тунине салара 1843 çулта шкул уçнипе те çыхăнтармалла. 1894 çулта миссионерсен çветтуй Гури ячĕллĕ тăванлăхăн вырăс мар халăхсен икĕ класлă земство шкулне уçнă. Патша влаçĕ пасар ĕçне те пăхса тăнă.

1920 çулсенче, В.И.Ленин «çĕнĕ экономика политикине» /НЭП/ регионсенче те пурнăçа кĕртме тытăнсан пасарти суту-илÿ революцичченхи шайран кая пыман. 1926 çулта ял Канашне суйласан /ĕçтăвком чиркÿре вырнаçнă/ тата сутуçсен пĕр пайне лагерьсене ăсатсан тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ палăрмаллах чакнă. Кунта кÿршĕ республикăсемпе облаçсенчен тавар турттарма чарăннă. Пасар килте пĕçернĕ апат-çимĕç, ял çыннисем çĕленĕ çи-пуç тата вак ĕç хатĕрĕ сутмалли вырăн кăна пулса юлнă. Хупахсем, пекарньăсем, хăна çурчĕ, чăпта çапмалли цехсем хупăннă, шыв арманĕсене хуçисенчен туртса илнĕ.

Çапла вĕçленнĕ Ишек тăрăхĕнче «çĕнĕ экономика политики». И.В. Сталинăн колхоз строительстви пуçланнă. 1930 çулхи çулла Ишек, Шăпачав, Хураçырма, Кипеккасси ялĕсем пухăнса ун ячĕллĕ колхоз йĕркеленĕ. Выльăха, ĕç хатĕрĕсене пĕр çĕре пухнă. Лайăх ĕçлес, аван пурăнас тенĕ. Чапа тухнă «Кольцовка» колхозпа /Вăрнар районĕ/ ăмăртнă.

- Ман куç умне пасар 7 çулта чухне, Аслă вăрçă умĕн, тухса тăчĕ, - аса илет Кипеккассинчи тыл ĕçченĕ Ф.К.Константинов. - Кĕсьере пĕр пус çук, пур пĕр унта кайрăмăр. Кÿршĕ ачипе - Аполлонпа. Пасар хальхи кĕпер леш енче, Ишек чиркĕвĕ патĕнчен анаталла ансан хĕвел анăç енче, Ункă хĕрринче. Йĕри-тавра - ял çыннисен çурт-йĕрĕ. Лапама лексенех ачасем карусельпе ярăннине куртăмăр. Тĕлĕннипе çăвара карса пăрахрăм: килте курман хитре япала пайтах. Пĕрремĕш карусель - Ишексен, иккĕмĕшĕ - Элĕксен, виççĕмĕшĕ камсенне ас тумастăп. Уйрăмах тăм шăхличсем кăмăла кайрĕç. Ярмăрккана каччă чухне пĕрмай чупнă. 30-мĕш çулсенче унта эрех-сăра сутнă пулин те - ÿсĕрĕличчен ĕçмен. Ярмăркка пынă кунсенче хĕрсемпе каччăсем вăййа та тухнă. Ларексем - чăрăш хăмаран. Пĕрремĕш ретре - 9-10 /хĕвел тухăç енче/, тепринче - 10-15 вырăн /хĕвел анăç енче/. Вĕсене райпо лавккисем, уйрăм çынсем йышăннă. Килти хуçалăхсем апат-çимĕç, ытларах сĕт юр-варĕ, илсе пынă. Аш сутман. Пасара вăл рынок тапхăрĕнче çеç тултарчĕ. Арçын, хĕрарăм тумтирĕ, тырă, çăнăх, ĕç хатĕрĕ туяннă. Промышленноç таварĕ те хальхи пек пуян марччĕ. Халĕ трактор-комбайн та сутаççĕ. 1933 çулта пасарта клубăн тата колхоз правленийĕн çурчĕсене тутарнă.

30-мĕш çулсен варринче пасара Ункă леш енне куçарнă. Мĕншĕн? Сăлтавне çĕр-шывра физкультурăпа спорта аталантарма тĕллев тытнипе ăнлантармалла. 1934 çулта пасара пĕтерсе стадион тунă, колхозăн футбол, волейбол командисене йĕркеленĕ. Хуларан мечĕк, йĕлтĕрсем илсе килнĕ. Стадионта ăмăртусем пĕрмай ирттернĕ. Ишексем районта, республикăра вăй виçсе малти вырăнсене йышăннă. Комсомолецсен ушкăнĕ, çав шутра клуб заведующийĕ Лукин, Чулхулари колхозниксен съездне хутшăнма йĕлтĕрпе кайнă. Вăрçă хыççăн спорта Сергей Скворцов /1920-2010/ фронтовик аталантарнă.

- Колхоз Пĕтĕм Союзри Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне хутшăннă, - аса илĕве малалла тăсать Фадей Константинович. - Пысăк кăтартусемшĕн хуçалăха 2 автомашина, киноаппарат, дизель двигателĕ, радио парнеленĕ. 1935 çулта пирĕн ял çынни Кузьма Смирнов коммунизм ĕçĕн ударникĕсемпе пĕрле «Пĕтĕм Союз старости» Михаил Иванович Калинин патĕнче пулнă. 1941 çулччен Ишекре больница, аптека, лавкка, пекарня, ферма çурчĕсем тутарнă. Вăрçă çулĕсенче Сталин ячĕллĕ колхоз 4 пая вакланнă. 1969 çулта каллех пĕр хуçалăха пĕрлешнĕ. 10 çул ял Канашĕн председателĕ пултăм, пасар ĕç-хĕлне тÿрремĕнех йĕркелерĕм.

Хавхалануллă юхăм

30-мĕш çулсенче Чăваш халăх поэчĕ Николай Полоруссов-Шелепи тата Петĕр Хусанкай, Аркадий Ĕçхĕл, Степан Лашман çыравçăсем Ишек шкулĕнчи «Шурăмпуç» литература ушкăнĕпе тата пасар лапамĕнчи клубра вулакансемпе тĕл пулнă. Шкултан Филипп Лукин композитор, Станислав Малютин профессор вĕренсе тухнă. Ишек тăрăхĕнче - РСФСР халăх художникĕ Владимир Мешков /Красноярскра пурăнать, 91 çулта/, Чăваш халăх артистки Светлана Михайлова-Ефимова, Çурçĕр полюсĕн тĕпчевçи Константин Петров, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн 3 хут кавалерĕ Василий Алексеев, ытти чаплă çын çуралнă. Юрий Илюхин ашшĕ, Колчака хирĕç çапăçнăскер, Аслă вăрçăччен хор йĕркеленĕ. Клубра репетицисем ирттернĕ. Хор промэртелсен республикăри конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çакăншăн кашни юрăçа 10 метр пусмапа наградăланă. Юрий Илюхин каярахпа паллă музыковед пулса тăнă. 1943 çулта, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайиччен, Ишек шкулĕнче музыкăна вĕрентнĕ. Ку тăрăхри ялсенчен фронтра 780-ăн çапăçнă, 429-шĕ çапăçу хирĕсенче пуç хунă.

Пасар вăрçă çулĕсенче те ĕçленĕ. Клубра тырă типĕтнĕ. Çапах та сутакансем сайраланнă. «Йывăç ураллă» Энтип Тарасович сурăх тирĕ пуçтарма Ишлейрен кашни шăмат кун çитнĕ. Шупашкар артисчĕсем пукане спектаклĕ кăтартма килнĕ. Клуба пасар халăхĕ те чышăнса тулнă...

Вырăнне улăштарнă

1943-1948 çулсенче А.Костин сутуçăн хăна çуртĕнче Ленинград ункинчен хăтарнă ачасен пĕр ушкăнне вырнаçтарнă. Ишек тăрăхне унтан 120-шне илсе килнĕ. Пĕр пайне çемьесем йышăннă. Анатолий Васильевич Иванов Аслă Çĕнтерÿ хыççăн «çурçĕрти тĕп хулана» таврăнас темен, Шупашкар районĕнчи Вăрăмтура тĕпленнĕ, çемье çавăрнă. Хăйне Ишексем чун ăшши панăшăн паянхи кунчченех тав тăвать.

Пасара Ункă леш енне куçарсан Ишек, Мăн Марка, Кивçурт Марка, Çатра Марка, Кипеккасси, ытти ял çыннисене юхан шыв урлă каçма йывăрланнă. Мĕншĕн тесен хальхи пек тимĕр-бетон кĕпер пулман. Пăр юхса кайсан йывăç кĕпере хăйĕн вырăнне пухса лартнă.

Вăрçă хыççăн, мĕн пур халăх хуçалăхĕ пекех, Ишек тăрăхĕнчи вак колхозсем те ура çине хăвăрт тăрайман. Партипе правительство хушман-ши - Ишек стадионне пĕтернĕ. Вара пасар хăйĕн вырăнне таврăннă.

Пасарта кашни вырăншăн 50 пус пухнă. Пичкерен эрех сутнă. Чăвашпотребсоюз инспекторĕ спирт процентне тĕрĕслеме килсех тăнă. Фронтовиксем праçниксенче пĕр-икĕ черкке ÿпĕнтермесĕр пасартан кайман. Эрехе шыв хушнине сиссен çывăхра тĕлĕрсе ларнă милиционер илтмеллех кăшкăрашма тытăннă. Лешĕ айăпа кĕнĕ сутуçа хăйĕн пÿлĕмне çавăтса кĕнĕ. Юлашки ÿсĕр куçран çухаличчен хурал пÿртĕнчен вăл тухман.

Клубра кашни каç кино кăтартнă, колхозниксене, тавар туянакансене пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Пĕрремĕш купăсçă Юрий Митрофановпа Римма Петрова, Иван Степановпа Татьяна Овчинникова юрăçсем пасар урлă хора çÿре-çÿре çемье çавăрнă. Партбюро тата ял Канашĕн ĕçтăвкомĕ 1965-1966 çулсенче «çÿлти» органсенчен ăна Шупашкар-Вăрнар автоçул хĕррине куçарма ыйтнă. Халĕчченех вăл - трасса хĕрринче. Мĕншĕн Ишек айккине «тĕртнĕ-ха»?

Пасарта - хуçалăх правленийĕ, клуб, ытти çурт-йĕр. Кунтах эрех сутнă. 60-мĕш çулсенче Ишек тăрăхĕнче «карланкине» хĕртекенсем йышланнă. «Хăюллансан» председатель пÿлĕмне кĕрсе кайнă. Механизаторсем тракторсене ĕç вăхăтĕнчех «тĕрĕс мар çулпа чуптарнă». Ĕç дисциплинине хавшатнăран пасара пĕр çухрăма «тĕкме» тĕв тунă. Район хирĕç пулман, республика ыйтăва тивĕçтернĕ. Больница çĕр касса панă.

Пасар пурлăхĕ яланах Ишек ял тăрăхĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕн харпăрлăхĕ шутланнă. 30-мĕш çулсенче ăшă лавккасене хуçисенчен туртса илнĕ, каярахпа вĕсен вырăнĕнче çĕнĕрен туман.

Пĕр вăхăтра пасар заведующине вырăн укçи пухнăшăн, территорие тирпейлес ĕçе йĕркеленĕшĕн уйăхра 30 тенкĕ панă. Сутă тăвакансенчен пуçтарнă укçа ăна шалу тÿлеме те çитмен.

- 80-мĕш çулсен вĕçĕнче республикăра кооператив юхăмĕ сарăлчĕ, - терĕ Ишек ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Герман Смирнов, пĕлтĕрхи юпа уйăхĕччен сала администрацине 18 çул ертсе пынăскер. - 90-мĕш çулсенче пирĕн пата та Мускавран, хамăр çĕр-шыври ытти хуларан, Китайпа Турцирен тумтир, атă-пушмак, ытти тавар нумай çитрĕ. Совет тапхăрĕнчипе танлаштарсан тавар çаврăнăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Апла пулин те пасар çĕрне арендăна илекен предприятисем кашни 2-3 çултан тенĕ пек улшăнчĕç. Ăна хăтлăрах тума укçа хывмарĕç. Çак таранчченех ăшă суту-илÿ çурчĕ лартмарĕç. Пасарта сивĕ, вĕри шыв, электричество çук, асфальт сарман. Йĕпе-сапара пылчăк çăрăлать.

Пасар Раççей саккунĕсене пăхăнманнине Роспотребнадзор органĕсем курмăш тумаççĕ: арендаторсене санэпидемиологи нормисене пăснăшăн темиçе хутчен те сутă тума чарнă, сутуçсене сивĕ, вĕри шывпа тивĕçтерме, йăлари хытă каяш тултармашкăн контейнерсем лартма ыйтнă.

Тĕп ыйту

- Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче район администрацийĕ аукцион ирттерсе пасар çĕрне Шупашкарти «Халăх пултарулăхĕн шкулĕ» тата «Чăвашагро» обществăсене арендăна пачĕ, - пĕлтерчĕ Ишек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Максимов. - Сала администрацийĕпе тăвакан килĕшĕве пурнăçласа вĕсен пасар территорине тирпей-илем кĕртмелле, ăшă суту-илÿ çурчĕ тумалла. Унта сивĕ, вĕри шыв парса тăмалла, туалет тумалла. Шел те, арендаторсен строительство пуçарма укçа çук.

Вĕсене бюджетран укçа уйăрасса кĕтмелле-ши? Хыснаран парасси иккĕлентерет. Банкран кредит илмелле. Ăшă суту-илÿ çурчĕ тумалли çул-йĕр çакă çеç пулĕ.

1997 çултанпа пасар шăмат тата вырсарни кунсенче ĕçлет. Сутă тума кÿршĕ районсенчен, Чулхуларан килеççĕ. Кунтан ытти региона выльăх нумай каять. Утă-улăм, фураж, йывăç стройматериал, апат-çимĕç, аш-пăш, ытти продукци сутаççĕ. Хальхи вăхăтра кашни ялта тенĕ пекех 2-3 лавкка ĕçленĕрен, çынсем тавар илме Шупашкара, ытти çĕре çÿренĕрен Ишек пасарĕн тавар çаврăнăшĕ Китайпа Турци тумтирне пурте туяннă чухнехи тапхăртинчен чылай пĕчĕкрех. Вăл строительствăна инвестици хывмалăх тупăш параймасть. Çапах та пуласлăхĕ пур. Тавар туянакансене хисеплесе кĕтсе илме тытăнсан - суту-илÿ аталанатех. Пасар халăха кирлине çеç манмалла мар.

n Юрий МИХАЙЛОВ/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 1-мĕш стр./.

"Хыпар"
17 марта 2011
00:00
Поделиться