Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Ăсталăха ÿстереççĕ

Шупашкар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе пĕлтĕр тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илнĕ 51 çамрăк стажировка ирттернĕ, квалификацие практикăра çирĕплетнĕ.

- Çав шутра пирĕн предприятире 7-шĕ бухгалтерта, юристра, зоотехникра, технологра, инженер-механикре ĕçлеме 3-6 уйăх хăнăхрĕ, - терĕ «Чăваш бройлерĕ» обществăн юридиципе кадр службин ертÿçи Ольга Григорьева. - Вĕсене кашни уйăхра тÿленĕ шалăва - 4330 тенке - центр саплаштарнă. Кунсăр пуçне тÿрремĕнех производствăра вăй хунисене фабрика ĕç укçи тÿленĕ. Патшалăх стажировка тапхăрĕ туса панине ырлатăп. Çакă пурнăç çулĕ çине тин çеç тăнисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсемшĕн предприятире ĕç яланах пур. Кăçал 8 çынна йышăнатпăр. Хальхи вăхăтра 2-шĕ вăй хурать.

Игорь Михайлов - вĕсенчен пĕри, бройлер пусакан, аш тирпейлекен цех инженерĕ:

- Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухрăм. Студент чухне кĕнекесем вуласа тирпейлекен производство технологийĕпе тĕплĕн паллашрăм, анчах пĕлĕве практикăра тĕрĕслеймерĕм. Диплом илнĕ хыççăн специальноçпа ĕçе вырнаçасшăнччĕ - май килмерĕ. Центр мана «Чăваш бройлерĕнче» çирĕпленме сĕнсен савăнсах килĕшрĕм. Халĕ Петр Матросов инженер-наладчик ертсе пынипе чăх пусакан, какай тирпейлекен технологие алла илетĕп.

Людмила Шемарина, бухгалтер:

- Темиçе уйăх ĕç шырарăм - ниçта та илмерĕç. Центр ырă сĕнÿ парсан хаваспах килĕшрĕм. Направленипе килнĕренпе уйăх ытла ĕнтĕ. Коллективра лайăх кĕтсе илчĕç.

- Людмила хăйне шаннă тĕллеве вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама тăрăшать, - хакларĕ унăн пултарулăхне Гузелия Садрукова бухгалтер.

Иртнĕ çул кунта 6 уйăх квалификацие ÿстернĕ Андрей Порфирьев хăйĕн тăрăшулăхĕпе палăрнă. Çак пахалăха тĕпе хурса ăна предприятире хăварнă: халĕ мастерта вăй хурать.

Кăçал центр 40 çамрăка районти предприятисене стажировкăна яма палăртнă. 2-шĕ ĕçе пикеннĕ ĕнтĕ, 11-шне вырнаçтарасси пирки предприятисемпе калаçу пырать.



"Хыпар"
21 марта 2011
00:00
Поделиться
;