Маскăсем яваплăхран хăтарман
Çак пăтăрмах çулталăк каялла, ака уйăхĕн варринче, Шупашкар районĕнче пулнă. Аркассинче пурăнакан арçын килне çĕрле маска тăхăннă çынсем пырса кĕнĕ...
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Андрей Павлов, Вадим Степанов, 84-86-мĕш çулсенче çуралнăскерсем, вĕсенчен кăшт аслăрах Евгений Митрофанов яла тĕплĕ хатĕрленсе пынă çав. Зубков çурчĕ патне çитсен кашниех калпак тăхăнса питне хупланă. Пÿрте чÿрече рамине илсе кĕнĕ те - çывăракан кил хуçине тапăннă, ăна хĕненĕ, укçа кăларса пама ыйтнă. Арçын 700 тенкĕ панă. Ытла та сахал! Урса кайнă Митрофанов Зубкова пуçĕнчен мăлатукпа темиçе хут çапнă, Павлов - гитарăпа. Степанов валли те ĕç тупăннă: вăл мĕскĕне тытса тăнă, диван çинчен тăма паман. Хăйне вĕлересрен хăраса Зубков хурахсене çывăрмалли пÿлĕме илсе кайнă, енчĕкне кăларса тыттарнă - унта 7 пин тенкĕ пулнă.
«Хăнасемшĕн» ку укçа та сахал - вĕсем пÿлĕме ухтарма тытăннă. Хайхискерсем тимлĕхне çухатнипе усă курса Зубков чÿречерен сикме пултарнă - пахча урлă тарса кÿршĕсем патне çитнĕ, милицие шăнкăравланă. Хурахсем милици килессе кĕтсе тăман ĕнтĕ. Хайхи 7,7 пин тенке тата пÿртре тупнă кĕсье телефонне илсе тухса кайнă. Укçана вĕсем çывăхри отельте тăкакланă - унта çăмăлттай хĕрсемпе пĕрле каннă.
Митрофановпа Павлов ирĕкре вăрах çÿреймен, вĕсене тупса тытса чарнă, хупса хунă. Степанов вара çухалнă - çĕр çăтнă тейĕн. Апла пулин те суд процесĕ пуçланнă, вăл самай вăраха кайнă. Евгенипе Андрей суд хăйсен айăпне ĕнентерсе парсан вăрахлăха ирĕклĕхсĕр юласса лайăх ăнланнă. Çавăнпах суда арпаштарас тĕллевпе суя кăтартусем панă, следстви материалĕсен чăнлăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ çуратма тăрăшнă, следовательсемпе оперативниксем пирки çăхавсем çырнă. Çапах патшалăх айăплавçи - прокурорăн аслă пулăшуçи С.Александров вĕсем хурахла тапăну тунине ĕнентерсе пама пултарнă.
Çавна май суд Е.Митрофанова 10 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма, çийĕнчен çулталăклăха ирĕклĕхе виçеллĕ тума йышăннă. Çавăн пекех ăна 50 пин тенкĕлĕх штрафланă. Ку çеç те мар. Маларах ăна Çĕнĕ Шупашкар хулин миравай судйи УК 74 статйипе условнăй майпа айăпланă пулнă, халĕ вара суд çав «çăмăллăхлă приговора» пăрахăçласа ăна çĕнĕ айăплав çумне хушнă, çавна май Евгений 11 çуллăхах ирĕклĕхсĕр юлнă. Ăна уйрăм режимлă колоние ăсатма йышăннă, пирвайхи 3 çулне вăл тĕрмере ирттерĕ.
Павлов та çирĕп режимлă колонирен 8 çултан тин ирĕке тухĕ, унăн та 30 пин тенкĕ штраф тÿлемелле. Çийĕнчен вĕсен Зубкова кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене те саплаштармалла: пĕрин - 60 пин, теприн - 40 пин тенкĕ.
Район сучĕн приговорĕ тĕлĕшпе айăпланнисен хÿтĕлевçисем ЧР Аслă судне çăхав çырнă. Кассаци инстанцийĕ ĕç-пуçа тĕплĕн тишкерсе приговора вăйра хăварнă, вăл нумаях пулмасть вăя кĕнĕ. Сăмах май, шăп та лăп çак приговор вăя кĕнĕ хыççăн тепĕр кунне Шупашкар районĕн шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем виççĕмĕш хураха та тытса чарнă, кĕçех вăл та суд умне тăрĕ.