Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Унта та Меркурьев, кунта та

Шупашкар районĕн миравай сучĕн приговорĕпе 1956 çулта çуралнă Василий Меркурьева, Тутаркасси поселокĕнче пурăнаканскере, УК 116, 117 статйисемпе айăпласа çулталăк çурăлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă.

Вăл мăшăрĕ çине алă çĕклеме кăмăлланă. Час-часах хĕненĕ. Кăçалхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче вара ывăлне те лекнĕ. Лешĕ амăшĕн хутне кĕнĕ, çакă ашшĕне уртарса янă, металл касакан пăчкă алă айне лекнĕ те - унпа ывăлне пуçĕнчен темиçе хут çапнă.

Кунтах милицие ĕç тупса паракан тепĕр Меркурьев та пур - Владимир, 1981 çулта çуралнăскер. Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче вăл ашшĕ-амăшĕпе тата Людмила В.-па пĕрле милици кунне паллă тунă. Çамрăк çын хайхи хĕрарăм эрех туянма чăлхаран темиçе хут та укçа кăларнине асăрханă. Ĕçкĕпе ĕшеннĕскерсем çывăрса кайсан йĕкĕт хайхискерĕн укçине, 3,5 пин тенкĕ, кăларнă та илнĕ.

Çав укçапа Владимир эрех, ĕçме-çиме туяннă, вĕсемпе кайран вăраннă ашшĕ-амăшне, Людмилăна хăйне те сăйланă. Лешĕн апла-капла иккĕленÿ пулма та пултарайман, укçи çухалнине вăл килне çитсен тин, милицие халалланă концерта пăхма телевизор умне вырнаçсан, ăнланса илнĕ. Чăн та, çийĕнчех милицие евитлесе пакунлисен уяв кăмăл-туйăмне пăсман - преступлени пирки кăçалхи нарăсăн 2-мĕшĕнче тин шалти ĕçсен пайне пĕлтернĕ.

Участок уполномоченнăйĕ Владимира ют çын укçине вăрлама юраманнине ăнлантарнă, нумаях пулмасть каччă Людмилăна укçине тавăрса панă. Çапах ку ăна яваплăхран хăтармасть ĕнтĕ - УК 158 статйинче пăхнă преступленишĕн часах суд тенкелĕ çине ларĕ.



"Хыпар"
06 апреля 2011
00:00
Поделиться