Вунă çул - паллă çул
Шупашкар районĕнчи “Бичурин тата хальхи вăхăт” музее уçнăранпа вунă çул çитнĕ май унта пысăк мероприяти иртнĕ. Аваллăх управçисем çав кун тĕлне пысăк парне хатĕрленĕ: “Эпир - 10-ра” курав уçнă. Унта çак тапхăрăн паллă саманчĕсем сăнланнă. Музей сайчĕн презентацийĕ те кăсăклă иртнĕ. “Музее лайăх пĕлекен” викторина çĕнтерÿçисене чысланă вăхăтра вĕсене лайăх енĕпе ăмсанаканĕсем чылайăн пулнă.
Уява пушă алăпа çÿремеççĕ теççĕ. Хальхинче те асăннă каларăш тĕрĕс пулнине çак тĕслĕхсем çирĕплетнĕ. Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И.Михайлов О.Н.Ижедерова экскурсовода районăн Хисеп грамотипе, ЧР культура министрĕн çумĕ Т.В.Казакова музей директорне И.В.Удаловăна ЧР Культура министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.
“Паха тĕрĕ” фабрикăн ертÿçи Н.И.Посынкина хальхи вăхăтри чăваш тумĕпе пынă, Елчĕк районĕн культура секторĕн пуçлăхĕ А.А.Александрова - анатри чăвашсен авалхи çи-пуçĕпе.
“Музее экспонат парнеле” акци уçăлнине те ырламалла. Унăн пĕрремĕш кунĕ ăнăçлă иртнĕ - фонд 56 япалапа, çĕнĕ стендпа - Г.М.Воронцова профессорпа паллаштаракан кĕтеспе - пуянланнă.
Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Валентина Смирнова тата Александр Мингалев композитор-юрăç, çавăн пекех вырăнти юрă-кĕвĕ ăстисем хăйсен уçă та янравлă сассисемпе уява илемлетнĕ.