Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Ашшĕне - йытăпа!

Шупашкар районĕн прокуратури Михаил Романов тĕлĕшпе УК 117 статйин 1-мĕш пайĕпе тăратнă айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ - чăннипех хăйне евĕрлĕ ĕç темелле.

Михаил ĕçлеме юратмасть, саккунсене ним вырăнне те хумасть. Тата - ашшĕне хисеплемест. Ăна, Шупашкар районĕнчи Тутаркасси поселокĕнче пурăнаканскере, асаплантарма та пултарать. Хĕненипе кăна çырлахмасть. Пĕрле пурăнаканскере вăл йытăпа та вĕскĕртнĕ. Хÿреллĕ тусĕ ахальли мар - çапăçма ăста питбультерьер. Анш ятлăскере вăл пĕлтĕрхи раштав вĕçĕнче ашшĕ çине вĕскĕртсе янă, йытă ватă çынна çыртса пĕтернĕ. Кăçалхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче те пăтăрмах пулнă, ÿсĕр ывăлĕ ашшĕне питĕнчен темиçе хут çапнă. Тепĕр кунне вара Анш каллех «фас!» хушăва пурнăçласа ватă çын çине сиксе ÿкнĕ, ăна темиçе хут çыртнă.

Усал «кинолог» кĕçех суд умне тăрĕ - 3 çуллăхах ирĕклĕхсĕр юлма пултарать.



"Хыпар"
26 апреля 2011
00:00
Поделиться