Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Скотниксем ĕçсĕр ларман

Каçхи скотниксем, Э.Васильевăпа В.Николаев, ахаль ларас темен пуль çав. Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн ферма заведующийĕн пÿлĕмне ирĕклĕнех кĕме пултарнă та - унтан арман уççине илсе тухнă...

Тăватă михĕ пусыпка, икĕ михĕ тулă тата пĕр михĕ шрот йăтса тухнă. Вĕсене «кирлĕ çĕре» ăсатма хатĕрлесе ĕне витин тамбурне куçарса хунă. Кĕçех В.Николаев хăйĕн машинипе килсе çитнĕ - выльăх апатне тиесе кайма. Э.Васильевăна вара ку кăна çитмен пулас, вăл пĕр ĕнене суса 2,5 литрлă икĕ пластик савăта сĕт тултарнă - выльăхăн кăна мар, хăйĕн те çиес килет вĕт. Анчах преступление вĕсем вĕçне çитереймен. Михĕсене машинăна тиенĕ вăхăтра вĕсене милици ĕçченĕсем тытса чарнă.

Васильевăпа Николаев хăйсен айăпне йышăнса ÿкĕннĕ. Çавна май суд вĕсене 4 пин тенкĕлĕх штрафланипех çырлахнă. Тÿлемерĕç тĕк штрафа ирĕклĕхсĕр хăварассипе улăштарма та пултараççĕ.



"Хыпар"
26 апреля 2011
00:00
Поделиться
;