Тытман вăрă вăрă мар
Апла пулин те йĕркелĕх хуралçисем таврана каç ĕнтрĕкĕ çапасса кĕтсе илсен Чăрăшкассинчи пĕр çурт умĕнчи «ГАЗелтен» аккумулятор, уçăсем, икĕ колонка йăкăртса тухнă сĕмсĕре тупасса иккĕленмеççĕ. 1450 тенкĕлĕх пурлăха вăрланă çын преступлени вырăнне хăйĕн юнне тумлатса хăварнă. Автомашинăна вăл чÿречене çĕмĕрсе кĕнĕ-çке-ха − аллине кастарса янă.