Çын хăйне хăтлăхра туйтăр
...полицейскин çак çак тĕллевпе ĕçлемелле
Шупашкар районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче юлашки вăхăтра пĕтĕмлетÿ кашнинчех интереслĕ иртет. Хула çывăхĕнчех вырнаçнăран-тăр, пирĕн патра министр çумĕсем – час-час пулакан хăнасем. Апла пулсан канашлу хĕрÿ иртесси те куçкĕрет. Милици полици
пулни те нумай калаçтарать. Иртнĕ пĕтĕмлетÿре те кăçал февралĕн 7-мĕшĕнче вăя кĕнĕ «Полици çинчен» закон пирки ытларах сăмах пычĕ.
Подполковнике майор вĕрентет
Канашлăва хутшăннă Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Андрей Тимофеев Шупашкар районĕн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхне Сергей Григорьева сăмах париччен закон пирки кĕскен чарăнса тăчĕ. «Аттестаци тухнă чухне шăпах çак закона пĕлнине тĕрĕслеççĕ. Шел пулин те, сотрудниксем ăна лайăх пĕлмеççĕ-ха», – çапла каласа Андрей Владимирович законри 1-мĕш статьяна пĕлнипе пĕлменнине тĕрĕслеме шутларĕ, следстви пайĕн пуçлăх çумне Светлана Андреевăна ура çине тăратрĕ. «Пĕлместĕп», – подполковникĕн çак кĕске хуравĕ министр çумне тата тепĕр çынна ура çине тăратма хистерĕ. «Полицин тĕп тĕллевĕ – Раççей гражданинĕн ирĕклĕхне, правине, сывлăхне, пурнăçне сыхласси…», – çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхне Александр Иванова министр çумĕ статьяна вĕçне çити каласа пĕтерме памарĕ. «Ăнлантăм, майор, закона пĕлетĕр эсир», – тесе ларма ыйтрĕ. Асăннă законра пурĕ 56 статья, 1-мĕш статья шăпах полици мĕн тума кирлине ăнлантарать. 27-мĕш статьяра тата полицейскийĕн полици çинчен калакан законсене пĕлмелле тесе уçăмлах палăртнă. Подполковник вара çакна пĕлмесĕрех милицирен полицие куçма шутлани ирĕксĕрех шухăша ярать.
Канашлура çивĕч ыйтусене сÿтсе явмалла
Кун хыççăн Сергей Григорьев пуçлăх шалти ĕçсен пайĕн çур çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма пуçларĕ. «Районта пĕлтĕрхи çур çулпа танлаштарсан преступлени пирки пĕлтернине 11 процент ытларах йышăннă. Пурĕ 166 преступлени регистрациленĕ, çакă пĕлтĕрхинчен 12 процент сахалтарах. Территорире 4 çынна вĕлернине шута илнĕ, урамра преступлени тăвасси ÿснĕ…» – министр çумĕ Сергей Геннадьевича малалла калаттармарĕ. «Статистикăна кунта ларакансем ахаль те пĕлеççĕ. Кунта эпир сăмах ваклама мар, сирĕн çивĕч ыйтусене пĕлсе вĕсене мĕнле сÿтсе явмалли пирки калаçма килнĕ. Тепĕр хут калатăп, мана цифрăсем мар, сире канăçсăрлантаракан ыйтусем интереслентереççĕ», – çапла каласа Андрей Владимирович доклада вĕçлеме тата тепĕр икĕ минут юлнине асăрхаттарчĕ.
Следстви пайĕнчи йĕрксĕрлĕх пирки çулталăк вĕçĕнчи канашлура та пĕлтернĕччĕ. Хальхи кăтартусем те ытлах савăнтармаççĕ, апла пулин те вĕсене район прокурорĕ Александр Моисеев хăй хÿтĕлерĕ. Хальхи пуçлăхăн мар, малтанхин йăнăшĕсем пулнине пĕлсен министр çумĕ обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхне трибуна умне чĕнесшĕнччĕ. Анчах… пуçлăх отпускра иккен. Сăмах май, Валерий Никитин юлашки вăхăтра канашлусене хутшăнмасть: е отпускра, е чирлет, е следстви пайĕ вырăнне преступлени тунă вырăна тухса каять… «Пуçлăхăн пĕтĕмлетÿре пулмаллах. Малашне отпуска яриччен çакна шута илĕр», –çапла каласа министр çумĕ канашлăва малалла тăсрĕ.
Йăнăшсемсĕр мар-ха
Арçынсем хĕрарăмсем çине алă çĕклени ÿссе пырать. Шел пулин те, нумай чухне кил хуçисем айăпланмасăрах юлаççĕ. Çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, тепĕр пĕтĕмлетÿре ку ыйтăва куçран вĕçертменнине каларĕ пуçлăх. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекенсен педагог пулмалли, ку пайра ĕçлекен инспекторсене çĕрлехи дежурствăсене лартмалла марри, профилактикăпа ытларах ĕçлемелли çинче те чарăнса тăчĕ вăл.
Çур çулта çеç прокуратура шалти ĕçсен пайĕнче 30 ытла нарушени тунине тупни министр çумне тарăн шухăша ячĕ. Унашкал сотрудниксенчен хăтăлмаллине, йĕркелĕх хуралçин материал пухнă чухне мĕн тумаллине ăнлантарнă вăхăтра министр çумĕ тата тепĕр подполковнике ура çине тăратрĕ. Сăлтавĕ – Андрей Иванов пĕрмай сехет çине пăхни, калаçнине хăлхана чикменни. Умра тăракан кам пулнине пĕлсен министр çумĕ «Бардак. Криминаллă милици пуçлăхĕ те хăйне çапла тытать пулсан…», – терĕ. Çав вăхăтрах дежурнăй пуçа тăхăнмаллисĕр тата хăнасене куç айĕн пăхса кĕтсе илни пирки те чарăнса тăчĕ: «Пуçлăхсене çапла йышăнать пулсан ахаль çынна вăл мĕнле кĕтсе илĕ? Контроль çук. Полицейскин пулăшу ыйтакан кашни çыннăн ыйтăвне пайăррăн тĕпчемелле, çын хăйне хăтлăхра туйтăр тесе ĕçлемелле».
Садик тата çĕр ыйтăвĕ
Участковăйсен ĕçĕ-хĕлĕ, наркомансемпе тата взятка паракансемпе япăхрах ĕçлени пирки калаçса пĕтерсен министр çумне сотрудниксем мĕнле пурăнни интереслентерчĕ. Пухăннисем вĕсен ачисене садике вырнаçтарас, 3 е ытларах ача çитĕнтерекенсем валли çĕрсем уйăрса парас ыйтусене Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе Зоя Масловăпа татса пама тăрăшрĕç. Çавăн пекех Зоя Леонидовна видеокамерăсем лартма тата та район бюджетĕнчен укçа уйăрмалли ыйтăва депутатсен пухăвĕнче пăхса тухасса шантарчĕ.