Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Сутуçă суя укçа саракансене тытма пулăшнă

 
Шупашкар районĕнчи Хыркасси патĕнче суя укçа саракансене тытса чарни пирки сенкер экранпа та кăтартрĕç, радиопа та пĕлтерчĕç. Милицин ĕçне çăмăллатаканĕ те пирĕн районтанах, Кÿкеçри лавккара ĕçлекен сутуçă пулнă.

Июнĕн 24-мĕшĕнче каçхине 9 сехетре Кÿкеçри Шоссейнăй урамри суту-илÿ павильонне 2 кавказ çынни кĕреççĕ. Минераллă шыв, шăккалат… – 243 тенкĕлĕх тавар туянсан хайхискерсем сутуçăна 5 пин тенкĕлĕх укçа тыттараççĕ. Хăнасене «сдачи» парса кăларса ярсан лавккара ĕçлекен купюрăна тĕрĕслев витĕр кăларать те… Çухалса каймасть сутуçă, суя укçа парса хăваракансем пирки тÿрех шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен Руслан Спиридонов следователе шăнкăравлать. «Транзит номерлĕ «ВАЗ2114», кавказец сăнлă арçынсем, Ишлей енне каякансем» – следователь çак даннăйсене тÿрех дежурнăй чаçе пĕлтерет.  Шăнкăрав хыççăн тепĕр 20 минутран закона пăсакансене Хыркассинче тытса чараççĕ.
– Пĕринчен 5 пин тенкĕлĕх икĕ купюра туртса илнĕ, унсăр пуçне йĕркелĕх хуралçисем машина салонĕнче 5 пин тенкĕлĕххисене 84 штук тупнă. Пĕтĕмпе вĕсен çакăн пекки 105 купюра пулнă. Кавказсем Дагестанран тухса çул çинче вырнаçнă лавккасене укçа ваклаттарса çÿренĕ. Пирĕн пата çитиччен 5 пин тенкĕлĕх 19 купюра парса хăварнă вĕсем. Эпир РФ УК 186-мĕш статйипе уголовнăй ĕç пуçартăмăр та Раççей прокуратурин следстви управленийĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайне патăмăр. Вĕсем Уголовнăй кодексăн 186-мĕш статйинчи 3-мĕш пайĕпе айăплав кăларнă. Ушкăнпа суя купюрăсене упранăшăн, салатнăшăн, хатĕрленĕшĕн тытса чарнă çынсене 15 çул таран ирĕклĕх прависĕр хăварма пултараççĕ,– терĕ Шупашкар районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнчи следстви пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Серапионов.
 



19 июля 2011
00:00
Поделиться
;