Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ЧĂХ КАКАЙ ÇИЕССИ ПУЛМАН

Кивпулăхра пурăнакан 36-ри арçын чăх какай çиес тенĕ те – ĕмĕтне пурнăçлайман. Икĕ чăх чикнĕ сумкăна йăтса пыраканскере каçкÿлĕм Шупашкар район ШĔПĕ çумĕнчи «Шырав» ушкăн тытса чарнă. Çак ялти В.-сен кил картине пĕччен кĕмен иккен вăл, Шупашкарта пурăнакан 30-ти П.-па каварлашнă. Виçĕ чăхха, пĕрер индоуткăпа кăвакала – сăтăр пурĕ 1175 тенкĕлĕх – кил хуçисене тавăрса панă пулин те, çур­та закона пăсса кĕ­нĕ­шĕн тата ют пурлăха вăр­ланăшăн уголовнăй ĕç пуçарассине чарса лартман-ха. 

 



23 сентября 2011
00:00
Поделиться