Ял хуçалăх тытăмĕн тĕревĕ
Выльăх апачĕ туянма федераци бюджетĕнчен кăçал Чăваш Ене пĕрремĕш хут 109 миллион тенкĕ куçарнă. Ăна ял хуçалăх организацийĕсене, килти хушма хуçалăхсене, фермерсене панă. Республика январĕн 1-мĕшĕ тĕлне выльăх шутне чакарман 29 регион йышне кĕнĕ. Кĕтĕве упраса хăварнăшăн республика 156 миллион тенке тивĕçнĕ – кашни пуçшăн вăтамран 2800 тенкĕ. Республикăри ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене патшалăх кÿрекен тĕрлĕ енлĕ пулăшу пĕтĕмпе вара кăçал 1,454 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çак цифрăсене Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов журналистсемпе ирттернĕ брифингра асăннă.