Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Халăх ырлăхĕшĕн

Халăх ырлăхĕшĕн

Шăмат кун Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнче фельдшер-акушер пунктне №ФАП№ уçрĕç. Ăна нумаях пулмасть тĕпрен юсанă. 

- Кӳкеç таврашĕнчи ялсенче куллен 45 фельдшер-акушер пункчĕ пациентсене йышăнать, - терĕ район администраци пуçлăхĕн çумĕ Зоя Маслова. - Иртнĕ çулсенче Мăн Пӳкасси, Сарапакасси, Платка, Олкаш, Апаш, Мăн Мамăш, Явăш ФАПĕсене тĕпрен юсама вырăнти хыснаран укçа чылай уйăртăмăр. Шорккарине юсама 477 пин тенкĕ куçартăмăр. Район бюджетĕнче кăçал Кăшавăшри валли те пăхса хăваратпăр. 

- Шорккасене республика 900 пин тенкĕ парса пулăшрĕ, - пĕлтерчĕ район больницин тĕп врачĕ Михаил Алексеев. - Унпа тухăçлă усă куртăмăр. Пилĕк пӳлĕмре евроюсав ирттернĕ. Ăна строительсем пахалăхлă пурнăçларĕç. Çурта газпа хутса ăшăтмалли, вĕри шыв памалли, çĕр айĕнчен сивĕ шыв уçламалли хатĕрсем лартнă. Вĕр çĕнĕ сĕтел-пуканпа тата медоборудованипе тивĕçтертĕмĕр. Шорккари, Колешшари, Самуккассинчи пациентсене ФАП заведующийĕ Елена Афанасьева, участок терапевчĕ, акушер-гинекологĕ тата педиатрĕ графикпе килĕшӳллĕн йышăнаççĕ. 

- Çурта 1995 çулта тунă, - ФАП историне аса илчĕ Сарапакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин. - Кивелнĕччĕ. Халĕ авă çуталса ларать. Умĕнче йывăç ларттартăмăр, пункт заведующийĕ Елена Афанасьева йĕркеленипе чечек çитĕнтерме те ĕлкĕрчĕç.

Митинга пухăннисене республикăн сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Татьяна Богданова, ФАПра нумай çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнă Мария Богдановăпа Таисия Андриянова, ялти "Туслăх" ансамбль юрăçисем Владимир Журавлевпа Валерий Виноградов, Сарапакасси ял тăрăхĕн депутачĕ Геннадий Козлов, уява пуш алăпа пыманскер, саламларĕç. 

- Кашни пӳлĕмрех вăл е ку темăпа информаци хатĕрĕсем вырнаçтартăмăр, - ăнлантарчĕ тĕп больницăн аслă фельдшерĕ Алевтина Окликова, юсава йĕркелеме хастар хутшăннăскер. - Ку ĕçе пурнăçлама Мăнал, Мишер, Çатракасси, Иккасси ФАПĕсен заведующийĕсене, тĕп больница специалисчĕсене явăçтартăмăр.

Пунктра ача çуратма хатĕрленекен 5 хĕрарăма шута илнĕ. Вĕсене акушер-гинеколог пăхса тăрать. Педиатр шкулта вĕренекен 88 ача сывлăхне тĕрĕслет. Пурĕ 674 пациент. Уява хутшăннисем ФАПа тĕпрен юсанăшăн кăмăллă пулнине пытармарĕç. Савăнăçлă мероприятие "Туслăх" халăх ансамблĕ - юрă-ташăпа илемлетрĕ.



"Хыпар"
05 октября 2011
00:00
Поделиться
;