Чан çапма вăхăт!
Çак шухăш патне пырса тухрĕç Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕсем январь уйăхĕн 21-мĕшĕнче хăйсен черетлĕ VI съездне Наци библиотекине пухăнсан. Историрен эпир пĕр чăнлăха пĕлетпĕр: кирек мĕнле халăх та çĕршыв хăрушă лару-тăрăва кĕрсе ÿксен тин чан çапса çынсене пухса ăслă та тĕрĕс йышăну туса хăйне хăй сыхласа хăварнă. Тÿрех ыйту çуралать: мĕнле хăрушлăх сиксе тухнă-ха чăваш халăхĕ умне? Хуравĕ вара пĕрре çеç мар… Юлашки вунă çулта çак çĕр çинчен 200 пин чăваш «çухалнă», тепĕр пайĕ чăваш пулнишĕн вăтанса (тăван çĕршыва хисеплеме вĕрентес тесе çителĕксĕр ĕçлени куç кĕрет), ашшĕ-амăшĕн чысне-сумне сутса хăйне вырăс, тутар, пушкăрт, сăвар, пăлхар тесе çыртарнă. Манкрута çаврăннăскерсем тăван халăх культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине, историне нихăçан та йышăнас çук! Çыравçăсемпе сăвăçсене хурлантаракан тепĕр ыйту – чăвашсем тăван чĕлхепе кĕнеке вулама пăрахма пуçлани. Çавăн пекех хăш-пĕр шкул директорĕ хăй вырăс пулнă май «чăваш чĕлхине шкултан шăпăрпах шăлса кăларма хатĕрри» те ăс-тăна вырнаçмасть. Ачасемпе тĕл пулăва пынă чăваш çыравçисене шкултан тухса кайма ыйтнине вара ăнланас та килмест. Кĕнеке кăларма çултан-çул йывăрлансах пырать. Патшалăх кĕнеке издательствине бюджетран паракан укçа ытларах профессионал Писательсен союзĕнче тăракансен хайлавĕсене пичетленĕ çĕре каять. Çак союзрисем вара хăйсен сăввисемпе калавĕсене, повеçĕсемпе романĕсене вулакан патне çитерес тесе хăйсем укçа-тенкĕ шыраççĕ. Республикăри влаç тытăмĕнче тăракан пуçлăхсемпе депутатсем çыравçăсен пĕрлĕхне те пĕр тан йышăнманни, çыравçăсене «лайăх» тата «япăх» категорипе пайлани те пухăва килнисене питĕ тарăхтарни сисĕнчĕ. Сăмахран, «Писатели Чувашии» кĕнекене ЧР Писательсен союзĕнчен 3-4 çыравçă çеç «лекме» пултарнă. Юрăхсăр тесе çак Союзри авторсен хушамачĕсене пичете панă кĕнеке ал çырăвĕсенчен чĕрсе пăрахнă тĕслĕхсем те пур. Мĕн пур хаçат-журнал икĕ-виçĕ çын аллинче пулни те пĕтĕм чăваш литературине чухăнлатать. Патшалăх хаçачĕсемпе журналĕсене тытса тăракансем пичет кăларăмĕсене «манăн хаçат» теме пуçлани те кулянтарать писательсене. Çав хаçат-журналта ытларах чух пĕр авторсем кăна пичетленет, ыттисем çуршар çул черет кĕтеççĕ; ку хаçат-журнал чĕлхи типĕ, сăнарлăхсăр, вырăс изданийĕсенчен чăвашла куçарса пичетленĕ статья нумай. Чăваш хаçачĕсенче вырăсла реклама пичетленме пуçлани вара чăваш халăхĕ çывăх вăхăтра çĕр çинчен çухалассине систерекен пулăм! Чылай чух гонорарсене (вĕсен калăпăшĕ те питĕ пĕчĕк, сăмахран, пĕр сăвăшăн 10-20 тенкĕ çеç параçççĕ) те çын тăрăх пăхса тÿлеççĕ, памасан та пултараççĕ. Выçă çыравçă халăха кирлĕ кĕнекесем кăларайĕ-ши? Пухăннисене тепĕр пулăм та тарăхтарни палăрчĕ. Халăх умне сăмах калама тухакан чăваш юнлă тÿре-шара тăван чĕлхене пăсса икĕ-виçĕ предложени каланă хыççăн малалла вырăсла калаçса каять. Тăван чĕлхене пĕлмен пуçлăхсем – чăваш чĕлхине пĕтерекенсем! Халăх тĕрлĕ шухăш-курăмлă çынсенчен тăрать, çавна май кашни çыравçăн хăйĕн вулаканĕ, ăна хаклаканĕ. Çыравçăсене патшалăх шайĕнче хисеплеменни – халăха хисеплеменниех. Арканнă Писательсен союзĕнче тăракансем демократсем влаçа лариччен ятарлă автомашинăсемпе халăх патне час-часах тухса çÿренĕ, тĕл пулусенче унăн нуши-терчĕ çинчен чуна уçса калаçнă. Халĕ вара кашни çыравçă вулаканпа хăй еккипе çеç курнăçать. Хăй вăхăтĕнче çĕршывĕпе саланса чăвашсене савăнтарнă «Ялав» журнал тухманни те пăшăрхантарать çыравçăсене. Вăрçă вăхăтĕнче пурнăç паянхинчен пин хут япăхрах пулнă пулсан та юратнă журнала кăларса тăнă, ăна çынсем патне вăхăтра çитернĕ. Енчен те патшалăх бюджетĕнчен укçа уйăрса журнала чĕртсе тăратсан, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн органĕ туса хурсан çыравçăсем журнал кăларас тивĕçе хăйсем çине хаваспах илме хатĕррине те палăртĕç. Автор прависене сыхлас тесе сăвăçсемпе çыравçăсене хÿтĕлекен закона Раççей патшалăхĕнче 1993 çултах йышăннă. Анчах та пирĕн республикăра автор прависене хÿтĕлес ыйту çине çаплипех пÿрне витĕр пăхаççĕ. Союзăн правлени ларăвĕнче пăхса тухнă хыççăн ку енĕпе ЧР Культура министерствине пулăшу ыйтса ятарлă çыру та çырнă. Концерт ертсе пыракансемпе чăваш эстрада артисчĕсем, тĕрлĕ-тĕрлĕ юрăпа ташă ушкăнĕсем хăйсене çеç мала хураççĕ, авторсене, унчченхи пекех, пĕлтермеççĕ. Вĕсене куçран пăхса «вăрă» темелли çеç юлать. Чăваш чĕлхине темиçе çул каялла кĕртнĕ грамматикăн çĕнĕ правилисемпе те кăмăлсăр çыравçăсем. Çакна вĕсем чăваш халăхĕпе чĕлхине тĕппипех пĕтерес тесе тунă диверси тесе хаклаççĕ. Тăван халăхпа чĕлхене, чăвашлăха упраса хăварас тесен тата мĕн тумалла-ха? Чăвашсен авалхи чунлăхне çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла, пĕр шухăшлă пулса халăхра чăваш чĕлхине вĕрентекенсен хакне ÿстермелле. Çыравçăсем – халăх тĕкĕрĕ. Вĕсем хăйсен хайлавĕсемпе çынсен ăс-тăнне, хаклăхне, тавра курăмне улăштараççĕ, чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене, историе упраса хăварма пулăшаççĕ. Сăмах май, çыравçăсен ĕçĕн тÿпине кÿршĕллĕ Тутар тата Пушкăрт республикисенче питĕ аван ăнланаççĕ. Патшалăх Союза тытса тăма та укçа-тенкĕ енчен самаях пулăшать, çыравçăсен хисепне те ячĕшĕн çеç мар, чăнласах çĕклет. Ревизи комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх пирĕн Союза валли вара юлашки виçĕ çулта пĕр пус та уйăрман. Союз пĕтĕм ĕç-пуçа (çав шутра пÿлĕмсене тытса тăрассине те, республика тулашĕнчи тĕрлĕ мероприятие тухса çÿрессине те, чăвашăн сумлă ывăл-хĕрне палăк лартассине те) уйрăм çынсен пулăшăвĕпе усă курса тата çыравçăсем çулталăкра пĕрре хывакан укçапа çеç пурнăçлать. Съездра правленипе комисси йышне çĕнĕ членсем кĕртрĕç. ЧР Писательсен союзĕн председательне тепĕр 5 çуллăха Юхма Мишши çыравçа хăйнех суйларĕç. |
|