Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ЧНКан «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет Шупашкар районĕнче анлă лару ирттерчĕ

 Ака уйăхĕн  2 мĕшĕнче «Бичурин тата паянхи самана» музейра ЧНКан «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ Литература çулталăкне халалласа «Чăваш хĕрарăмĕ тата паянхи литература» темăпа лару ирттерчĕ.  Ларăва Шупашкар районĕнчи библиотека ĕçченĕсем, ЧНКан Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн членĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва ЧНКан хĕрарăмсемпе ĕçлекен комитечĕн ертÿçи Петрова Нина Пантелеевна уçрĕ.

Килнисене Шупашкар район пуçлăхĕ, Шупашкар районĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Исаева Алевтина Михайловна,  Шупашкар район администрацийĕн пуҫлăхĕ Георгий Иванович Егоров, ЧНКан Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн Правлени ертÿçи Данилов Р. В. саламларĕç.

«Эпир ача чухне çав тери нумай кĕнеке вуланă, çав юратăва пирĕн çамрăксен хушшинче сармалла. Питĕ активлă информаци технологисем аталанаççĕ пулсан та, кĕнеке вуламалла, вулакансен тавра курăмĕ анлă пулать», - палăртрĕ Алевтина Михайловна Исаева.

Егоров Г.И. чăваш кĕнекисене вулавăшсене туянса пама  районта чылай укçа уйарнине палăртрĕ. Пирĕн ентеш Васильев В.М. Иванов К.В. çырнă «Нарспи»  поэмăна вырăсла куçарнине, çитес вăхăтра кĕнеке пичетленсе тухасси çинчен пĕлтерчĕ.

Иркутск облаçĕнчи чăвашсенчен салам сăмахĕ илсе çитерчĕ шкул директорĕнче ĕçлекен Федикова Н.В.

ЧНКан Шупашкар районĕнчи уйрăмĕ Литература çулталăкне халалласа ирттерекен ĕçсем çинчен ЧНКан Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн Правлени секретарĕ Нестерова Ирина Петровна каласа пачĕ.

«Хĕрарам политикăра тата обществăлла ĕçре» темăпа Чаваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн тĕп редакторĕ, филологи наукисен кандидачĕ, журналист-публицист Филиппова Л. И. питĕ интереслĕ тишкерÿ туса пачĕ. Хĕрарам вырăнĕ кăмака умĕнче çеç мар, политикăра та паллă вырăн йышăнма пултарнине палăртрĕ. Анчах та паянхи куна илсессĕн политикăра хĕрарам сахал, Патшалăх Канашĕн депутатĕнче виçĕ хĕрарăм çеç, район администрацийĕсен ертÿçисен хушшинче  пĕр хĕрарам та çуккине палăртрĕ.

Хăйĕн поэзи пултарулăхĕпе тĕнчипе паллă поэтесса, Раççей тата Чăваш Профессионал писательсен союзĕн пайташĕ Сарпи Раиса Васильевна паллаштарчĕ.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче К.В.Иванов çулталăкне халалласа ирттерекен ĕçсем çинчен филологи наукисен кандидачĕ Иванова В.В. çутатса пачĕ.

Сарабакаси ял тăрахĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн Литература çулталăкне халалланă ĕçсемпе Сарабакаси ял тăрахĕн Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Толстова Светлана Александровна паллаштарчĕ.

Чăваш Республикинчи Шупашкар районĕн ачасене хушма пĕлÿ паракан муниципаллă бюджет вĕрентÿ учрежденийĕ «Ачасен пултарулăх центрĕн» «Ӱнер тĕрри»      вĕрентӳ  пĕрлешĕвĕн ертӳҫине Федорова Н. Н. тата «Бичурин тата пянхи самана» музей директорне Удалова И.В. чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш наци конгресĕн хисеп хучĕпе чысларĕç.

ЧНКан хĕрарăмсемпе ĕçлекен комит ертÿçи Петрова Н. П. район ертÿçисене чун чĕрепе чăвашлăх туйамне çÿллĕ шайа хурса ĕçленĕшĕн тав турĕ.

 



02 апреля 2015
10:18
Поделиться
;