Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

На конкурсе "Искорка дружбы" участники представили блюда национальной кухни

На конкурсе "Искорка дружбы" участники представили блюда национальной кухни

10 апреля в МБУК "ЦДК" п. Кугеси прошел фестиваль национальной культуры "Искорка дружбы" для учащихся 1-4 классов. Об одной из номинаций конкурсной программы, посвященной национальной чувашской кухне, рассказала педагог МБОУ "Тренькасинская СОШ" И.А. Фомина.

Чăваш апачĕ конкурсра.


Ака  уйăхĕн 10-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче „Туслăх хĕлхемĕ” фестиваль пулса иртрĕ. Хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацире кĕçĕн классенче  вĕренекенсем кăтартрĕç. Залра ларакансене чăваш  юрри-сăввипе, тăпăр-тăпăр ташшипе савăнтарчĕç, вăйăсем вылярĕç. Эпĕ „Чăваш апачĕ” номинацири ĕçсене палăртасшăн. 12 вĕренекен хуплу, хуран кукли, чăкăт пĕçерес ăсталăха презентацилесе кăтартрĕç. Тăван чĕлхепе çепĕç калаçса тутлă çимĕçе мĕнле хатĕрлемеллине ăнлантарчĕç, хăйсен аллисемпе пĕçернĕ самантсене слайдсенчи фотосемпе кăтартрĕç.
Пурте тăрăшса хатĕрленнĕ. Çапах та вĕсен хушшинче чи пултарулли Кукеç 1-мĕш шкулĕнче вĕренекен Мартьянова Маргарита пулчĕ. Вăл çитес вăхăтра хăйĕн пултарулăхне республика шайĕнче кăтартма хатĕрленет.

 

 

 



11 апреля 2018
10:24
Поделиться
;