Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Чун - чӗре ыйтни малта пулинччӗ

Чун - чӗре ыйтни малта пулинччӗ

Пурнӑҫ ҫулӗ тӗрлӗрен. Такӑнмалли, сулӑнмалли нумай пулсан та, чӗрӗ чун такӑр сукмакне шыраса тупатех. Этем те ҫавнашкал: ан тив, хулпуҫҫи ҫинчи ҫӗклемӗ, тен, калама та ҫук йывӑр. Ҫапах та вӑл малаллах талпӑнать, пурнӑҫпа тӗркӗшсе, йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерсе ырӑ, ҫутӑ шанчӑкпа нумай-нумай ҫул утма ӗмӗтленет.

Паянхи самана пирӗн ума тӗрлӗ тӗслӗ пӑтӑрмах, кӗтменлӗх илсе килет. Вӗсене пурне ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттерме тепӗр чух сывӑ ҫынна та йывӑртарах пулсан, сусӑррине еплереххи каламасӑрах паллӑ. Эпир, сыввисем, вӗсене пулӑшма, алӑ тӑсса пама пур чухне пӗлместпӗр те.

Декабрӗн виҫҫӗмӗшӗнче Раҫҫейре инвалидсен кунне палӑртма пуҫлани нумаях мар-ха. Апла пулин те ҫак уяв пӗлтерӗшӗ ҫулсерен ӳссе пыни куҫкӗрет. Патшалӑх сусӑр ҫынсене валли тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх кӳме тӑрӑшнипе пӗрлех кулленхи ыйтусене татса пама вырӑнти влаҫсем те чылай тимлеҫҫӗ. Ноябрӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Кӑшавӑшри культура ҫуртӗнче инвалидсен кунне халалланӑ уяв каҫӗ иртрӗ. Пухӑннисене Шупашкар районӗнчи культура пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ М.М.Николаева саламларӗ. Ял поселенийӗн пуҫлӑхӗ С.И.Мульдияров хамӑр тӑрӑхра иртнӗ тапхӑрта халӑха валли тунӑ ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗ. Инвалидсен вырӑнти обществин ертӳҫи Е.П.Ильина та уяв саламӗ ҫумне хутшӑнчӗ, З.Ф.Эткеровӑна иртнӗ юбилейпе парне пачӗ. «Приволжское» уҫӑ акционер обществи те Зоя Филипповнӑна парнепе чысларӗ. Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленӗ концерт программи уяв каҫне пуҫтарӑннӑ кашни ҫынна савӑк кӑмӑл, чун апачӗ парнелерӗ. Чире пӑхмасӑр савӑнма, пурнӑҫа юратма пӗлни ҫак уявра уйрӑмах палӑрчӗ: аппасемпе пиччесем пӗрле юрларӗҫ, пӗрер ҫавра ташша та тухрӗҫ. Праҫник хуҫалӑх столовӑйӗнче, тулли сӗтел хушшинче малалла тӑсӑлчӗ.



28 ноября 2018
20:04
Поделиться
;