Хаклă библиотекарьсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Хаклă библиотекарьсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Хаклă библиотекарьсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире пурне те Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕпе саламлатпăр.

Кĕнеке кашни çынна тавракурăмне аталантарма,  шухăшлама, пурăнма вĕрентет. Паян пирĕн пурнăçа тĕрлĕрен çĕнĕ технологи кĕрсе пырать пулсан та, кĕнеке - информаци илмелли шанчăклă тĕп çăлкуç шутланать. Эсир вара, библиотекарьсем, çынсем кĕнеке ытларах вулаччăр тесе тăрăшатăр.

Эсир тата   тем тĕрлĕ мероприяти те  ирттеретĕр. Унта ачасемпе пĕрлех çитĕннисене те явăçтаратăр.  Çапла майпа çынсене ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуянланма, ырă кăмăллă пулма пулăшатăр. Халăха патшалăх тата муниципаллă пулăшусем парас ĕçе те хастар хутшăнатăр. Тавах сире пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр.



27 мая 2022
11:30
Поделиться