Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Шупашкар районĕпе Канаш районĕ Туслăх кĕперне çирĕплетрĕç, Туслăх çăлтăрне çутрĕç

Шупашкар районĕпе Канаш районĕ Туслăх кĕперне çирĕплетрĕç, Туслăх çăлтăрне çутрĕç

«Çулсерен вăй илсе чечеклен Шупашкар районĕ, ăмăртса та ал парса туссене-Канаш районне. Ырă ĕçсемпе çĕр çинче ырă йĕр хăварар,тăван республика чыс-хисепне пĕрле çĕклер...»,- мĕнчухлĕ ырă сăмахсем янăрарĕç иртнĕ кунсенче Канаш районĕнчи Кăшнаруйĕнчи культура çуртĕнче иртнĕ чăн-чăн туслăх чăваш уявĕнче!
Çапла-çапла,чăн-чăн туслăх чăваш уявĕ кĕрлерĕ çак кун культура керменĕнче. Хăнасене пуçтарса савăнăç кÿрекенĕ вара асăннă ялта çуралса ÿснĕ, паянхи кун та кунтах тĕпленсе пурăнакан сăвăç-çыравçă тата журналист Надежда Силпи пулчĕ.
Силпи-уяв хуçин творчествăри хушма ячĕ, псевдоним. Хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова,çемье çавăрнă хыççăн паянхи кун та Степанова хушаматпа çÿрет вăл.
Надежда Степанова тесен Шупашкар районĕнче пурăнакансен куçĕ умне тÿрех вырăнти радиовещанийĕн тĕп редакторĕ тухĕ- районта иртекен мероприятисенче вашаватскер микрофонпа чупса çÿретчĕ, çынсенчен интервью илетчĕ...
Çапла, Надежда Степанова Шупашкар районĕн вырăнти радиовещанийĕн тĕп редакторĕ пулса 13 çул ытла район пурнăçне республикăри наци тата чăваш радиовĕпе,тĕрлĕ хаçат-журналсенче çутатса тăчĕ.Кашни ял тăрăхне çитсе, кашни уявăн кĕтнĕ хăни пулса районăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн те анлăн республика хыпарĕсенче çутатса тăратчĕ, оперативлă уçă эфира та тухса пĕлтеретчĕ.
Надежда Степанăвăн тĕп ĕç вырăнĕ вара Шупашкар район администрацийĕ пулчĕ. Надежда Никитична 13 çул ытла Шупашкар район администрацийĕн информаци пайĕнче общественнăçпа çыхăну тытакан тĕп специалист пулса ĕçлерĕ, хăйне шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа, таса чунпа, вăхăтра тата тĕрĕс çутатса тăратчĕ,район администрацийĕн сайт ĕçĕ-хĕлне те вăлах йĕркелесе пынă.
Кашни отраслĕн ĕçĕ-хĕлне анлăн çутатса куракан-вулакан патне оперативлă илсе çитеретчĕ.Спортра та, культурăра та кĕтнĕ хăна пулнă вăл, районти обществăлла пурнăçа та активлă хутшăннă.
Сăмах май, пирĕн пултаруллă та ырă кăмăллă ĕçтешĕмĕр Надежда пушă вăхăтра сăвăсем шăрçалама та мехел çитернĕ. Районти композиторсемпе тачă çыхăну тытса шкул ачисемпе çамрăксене район тата республика шайĕпе иртекен тĕрлĕ конкурс-фестивальсене хутшăнма пулăшнă, малти вырăнсене йышăнса район чыс-хисепне çÿлти шая çĕкленĕ.Хисеплĕ ĕçтешĕмĕр Надежда Степанова район экономикипе пурнăçне аталантарас ĕçĕ пысăк вăй хунă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Шупашкар районĕнче вăй хунă, юлашки ĕç вырăнĕ- электромеханика завочĕ.
Паянхи кун та район хыпарĕсемпе интересленсех тăрать,культура ĕçченĕсемпе те тачă çыхăнурах.
Палăртма кăмăллă, Надежда Силпин юбилейлĕ пултарулăх каçне Кÿкеçри «Феерия» вокал ансамблĕ те ?ертÿçи Олеся Саксонская/ илемлетрĕ. Надежда Силпи сăввисемпе Саксонская кĕвĕленĕ юрăсем куракансен чĕрисене тыткăнларĕç, кăмăла кайрĕç. Уява пухăннă хăнасем кÿкеçсене хĕрÿллĕн алă çупса кĕтсе илсе ăсатрĕç. Асăннă пулăм пире питĕ савăнтарчĕ, куракансем пысăк хак пачĕç пирĕн «çăлтăрсене» те , сăвăçăн ĕçĕ-хĕлне те.
Надежда Силпине саламлама сăввисене юрра хываканĕсем те, юррисене юрлаканĕсем те,Республикăри тĕп хуламăртан хăнасем те,ĕçтешĕсем те , çывăх тăванĕсем те, ял - йыш та уява килсе çитнĕ. Уяв сцени çинчен юбиляр ячĕпе нумай çепĕç сăмахсем, илемлĕ юрă- кĕвĕ янраса тăчĕ.
Кăшнаруй культура çуртĕнче «Янра, янра чун шăнкăравĕ...» ятпа Надежда Силпин пултарулăх каçĕнче салам сăмахĕсемпе Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн Николай Хорасев ячĕпе Шупашкар район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Людмила Софронова тухса калаçрĕ, чĕрĕ чечек çыххипе асăнмалăх парне пачĕ.
Уяв хуçин кăмăлне çĕклекен парнесен ушкăнĕнче Никита Бичурин тĕпчевçĕ ячĕпе хисепленекен музей ĕçченĕсен парни - нумаях пулмасть кун-çути курнă вĕр-çĕнĕ кĕнеке пулчĕ.
Палăртса хăварма кăмăллă, Бичурин юбилейне халалланă кĕнекене Силпи шăрçаланă сăвă та кĕнĕ, асăннă сăвă - музей гимнĕ пулса тăнă ?кĕвви Анатолий Печниковăн/.
Паянхи кун Надежда Степанова тивĕçлĕ канура. Апла пулсан та алă усса лармасть-ха вăл, алла калем тытса Шупашкар районĕн историпе культурине тĕпчес ĕçе малалла тăсать, творчество вучахне кунсерен пуленкке хыççăн пуленкке пăрахать-сăвă-юрă,калав шăрçалать,тăван ене мухтать.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе 2022 çул Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ. Надежда Силпи те асăннă çулталăка пысăк ўсĕмсемпе,ĕçсемпе кĕтсе илчĕ. Икĕ кĕнеке – юрăсен пуххисене вулакансем патне илсе çитерчĕ. «Чечеклен, тăван ял»?сăвăсене юрра хываканĕ – Валентин Кузнецов/ тата «Ḉĕршывăма мухтас килет»- композиторĕ Шупашкар районĕн хисеплĕ çынни Анатолий Печников. Ку вĕр-çĕнĕ юрăсен пуххисем, шкул ачисем валли те, аслисем валли те усăллă пуласса шанать Надежда Силпи.
Хисеплĕ ĕçтешĕмĕре,ĕç ветеранне Надежда Степанова-Силпине сумлă юбилей ячĕпе ылтăн кĕркунне пек ылтăн пурнăç сунатпăр. Пултарулăх çăлтăрĕ тата та çутăрах ялкăштăр, пире савăнтарса тăтăр. Пурнăçăн анлă сукмакĕпе малашне те çирĕппĕн такăнмасăр утма чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх,çутă Ăраскал,ытама кĕрейми иксĕлми телей, анлă Атăл шывĕ пек вăрăм кун-çул, сывлăм пек таса вăй-хал сунатпăр. Пурнăҫри кашни утăм ырлăхпа, юратупа, ҫутă ĕмĕтсемпе тултăр. Пархатарлă ĕçĕр мухтавлă пултăр.



05 октября 2022
15:41
Поделиться